Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

УЛАХ

 

Пурнăç шайĕ улшăнса çĕнелнĕрен чăвашсен ламран-лама куçса пынă йĕркисем чылайăшĕ хăйсен пĕлтерĕшĕсене çухатса пыраççĕ. Манăçа юлнă пулăмсене, эпир самай çамрăк марскерсем астуса, аса илкелесех тăратпăр-ха. Çитĕнекен ăру çакна каласа панипе, сцена çинче артистсем выляса кăтартнипе çеç пĕлет тата ăна чăн-чăнах пулнă пек кăтартса пама çуккине те ăнланатпăр. Ку хутĕнче манăн сăмах улах çинчен пулĕ. Çакна курнă юлташсем çамрăк чухнехине аса илччĕр.

Улах çĕнĕ сăмах мар, юлашки вăхăтра тата чылайранпа вăл мĕнне пĕлместпĕр, пĕлекенсем вара ун çинчен манса пыратпăр.

Улах сăмаха тĕрлĕрен ăнланма пулать. Сăмахран: ушкăнпа пуçтарăнса ларса, вăхăта ирттермелле сăмах çăмхине сỹтсе ларсассăн та "улахра пултăмăр-ха" - тенине илтетпĕр. Авал, хĕрĕх-аллă çулсем каялла, улахăн пĕлтерĕшĕ мĕнле тата мĕн тума кирлĕ пулнă-ши? Улах ларма çитĕннĕ хĕрсем ялта пĕччен е сахалрах çемьеллĕ çын патĕнче Иван пуснинчен ĕç кунĕ хыççăн кĕрхи вăрăм каçсене кĕскетме, усăллă ирттерме тата хăйсен савнă каччисемпе тĕл пулма меллĕ пултăр тесе пуçăннă (ку манăн шухăш). Хĕрсем улахра алă ĕç тунă. Ку шута уйрăмах йĕппе-çиппе ĕçлемеллисем кĕнĕ. Кама алса-чăлха, чĕнтĕр çыхнă, кам тĕрĕ тĕрленĕ. Улах хыççăн каччисем савнă хĕрĕсене килĕ умне çитиччен ăсатса хăварнă.

Аслă Арапуçĕнче сакăр-тăхăр çĕрте вуншар-вун пилĕкшер хĕр ларнă. Каччисем вара купăспа улахран улаха куçса çỹренĕ, хĕрсене юрлаттарса, ташлаттарса хăварнă. Енчен те ют ялтан хăна хĕр килсессĕн, ăна каччăсем юлташ хĕрĕпе кăтартса çỹренĕ. Хăна хĕр юрлас-ташлас çĕре хутшăнман.

Ăçта çамрăк, унта сас-чỹ, хаваслăх, чарусăрлăх, хаярланса кайнă тĕрткелешỹ те пулкаланă. Улахсенче те çаплах. Çул çитмен ачасене çитĕннĕ каччăсем хистесех çынсен пахчинчи хĕвел çаврăнăш пуçĕсене (вăл вăхăтра пахчасенче ăна чылай акнă), кишĕр, çарăк, тутлă кăшман, пан улми йăкăрттарса килтернĕ. Аслисем хушнине итлемесен вĕсене хăлхаран пăрса улахран хăваласа кăларнă. Тарăхнăскерсем, хăш чухне çимĕçне хушаканĕн пахчинчен илсе килсе панă. Лешсем çакна пĕлмесĕрех юлнă. Акă мĕнле аса илет манран аслăрах юлташ: "Эпĕ пахча вăррине çỹремен, манăн купăс каламалла пулнă. Пĕррехинче пĕр çитĕннĕ каччă тутлă кăшман вырăнне йỹç кăшман кăларса килнĕ. Унран мĕн авланса улаха тухма пăрахиччен кулчĕç вара". Çаксем вăл вăхăтри пурнăçăн пĕр енлĕ интересĕ пулнă.

Кун пирки çав çулсенче бригадир пулса ĕçленĕ А.Дикин акă мĕн каласа парать: "Пĕррехинче улах хĕрĕсене сакăр кил валли вутă кỹме сакăр лаша патăм, каччисем тиесе пулăшма кайрĕç. Паллах, вĕсем ку ĕçе чиперех пурнăçларĕç, анчах тепĕр кунне колхоз председателĕ В.Тимофеев хăй патне чĕнтерчĕ. Мухтама мар, айăплама. Пĕлместĕп: мĕнпе вĕçленетчĕ-ши çакă; юрать-ха, манăн хута парторганизаци секретарĕ И.Антонов кĕчĕ."

Хĕрсем пукравччен улах ларнă. Пукрав çитсессĕн хĕр сăри тунă, кукăль пĕçернĕ, ют ялсене илсе килсе хăналанă. Аслă Арапуç çамрăкĕсем яланах Кĕçĕн Арапуç, Каншел çамрăкĕсемпе туслă пулнă, хĕр сăрисене те пĕрле ирттернĕ. Пукравран улахсем "хупăннă".

Улах ларма утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнчен пăрахнă. Ку, паллах, çамрăксене культура çуртне çỹреме явăçтарнипе çыхăннă. Тепĕр сăлтавĕ- колхоз хăй вăйĕпе ялти çуртсене электричество çути пани. Каçсерен алă ĕçĕсене килтех тума пултарнипе те улах хăйĕн пĕлтерĕшне çухатнă.

Эпĕ хам улах каччи пулман. 1959 çулта çамрăклăх путевкипе Инçет Çĕпĕре тухса кайнă. 1961 çулта яла таврăнсан 264 çынран тăракан комсомол организацийĕн секретарĕн тата клуб заведующийĕн ĕçĕ-сене шанса пачĕç. Çак çулсенче Л.Власов, Н.Савинов тăрăшнипе колхоз клубĕнче пĕрремĕш бал-маскарад йĕркеленĕччĕ.

Пĕтĕмлетсе çакна çеç каласшăн: ĕлĕк керосин е керосин лампи те пулманран, çамрăксен ирĕксĕрех пĕр çĕре пуçтарăнса, улах ларса, алă ĕç тума тивнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 октября 2006
00:00
Поделиться