Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шкул ачи те вулатăр хаçат

 Патăрьел районĕнче пурăнакансем ыттисем тĕлĕнсе тăмалла ĕçчен, теветкеллĕ, тарават пулнипе çеç мар, вулама юратнипе те палăрса тăнине эпир çирĕплетсех калама пултаратпăр. Сăмах тĕрлĕрен изданисем пирки мар, район хаçачĕ _ "Авангард" çинчен. Малашне те унăн çывăх тусĕсем иртнĕ çулсенчи пекех йышлă пуласса шанса, паян вулаканпа куçа-куçăн калаçма кăмăлăм пур. Халĕ шăпах 2007 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарас ĕç пырать. Çырăнма ĕлкĕрейменнисем почта уйрăмĕсене çитме, почтальонкăсемпе курнăçма кая юлман-ха. "Авангарда" илсе тăма шухăш çуралчĕ пулсан, çакна тума ырана ан хăварăр. Хаçат хакĕ çур çуллăха 145 тенкĕ те 26 пус.

Малалла çакна палăртса хăварни те вырăнлă пулĕччĕ: хуçалăх производствинче ĕçлекенсем район хыпарĕсене тĕплĕн пĕлсе тăччăр тесе "Красное знамя" кооператив ертỹçи П.Никифоров тăрăшуллă ĕçченсене "Авангард" çырăнтарса пама пулчĕ. Çынна тĕп ĕçпе пĕрлех чун апачĕ кирлине те вырăна хучĕ Петр Николаевич. Халĕ ĕçсенчен пушантăмăр. Акни-лартнине хуралтă айне пуçтарса кĕртнĕ. Каçсерен хаçат алла илме вăхăт пурах. Çемьене килекен "Авангардпа" вара ватти-вĕтти те паллашма пултарать. Хаçат страницисенче тĕрлĕ çулсенчисем валли кăсăклă материалсем пур. Ачасен хăйлавĕсем валли те вырăн уйăратпăр. Çитĕнекен ăрури çырăнакансен шучĕ ỹссен ятарлă кĕтес, страница кăларма пуçăнасшăн. Паллă сăвăçсем хăйсен ăсталăхне шăпах "Авангардра" туптанă. Халĕ Раиса Сарпи, Николай Исмуков, Василий Кервен, Марина Карягина тата ыттисем те кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплаççĕ. Тĕрлĕ хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем йышлă. Пурнăç çулĕ çине тăма вĕсене шăпах район хаçачĕ пулăшрĕ. Паян шкул сакки çинче ларакансем малашлăхне уçма та майсем туса парĕ "Авангардпа" çыхăну тытни. Эппин алла ручка тытса шкулта иртекен мероприятисем çинчен хыпарлăр. Сăввăрсене, калавăрсене хаçат редакцине ярса парăр. Пуçватмăшсемпе кроссвордсем кĕтетпĕр. Хăвăр пултарулăхăрпа ыттисене паллаштарăр. Вулакансен, çырăнакансен йышĕ ỹссен тĕрлĕрен конкурс йĕркелеме, çĕнтерỹçĕсене палăртма пулатех.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 октября 2006
00:00
Поделиться