Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕрарăмсем канашларĕç

Районта хĕрарăмсен совечĕсен председателĕсен тата ял тăрăхĕсен специалисчĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикинчи гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков Патăрьел районĕнче гражданла хỹтĕлев вунă кунлăхĕ мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. Пушар, шыв-шур хăрушсăрлăх правилисене пурнăçлас, чрезвычайлă лару-тăрупа çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

Канашлăва район пуçлăхĕ Н.Глухов та хутшăнчĕ, районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

Канашлура çавăн пекех Чăваш Республикинчи халăх сывлăхне сыхлас, пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе йышăннă наци проекчĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн "Чăваш Ен ачисем" тĕллевлĕ программи, "Сывă ăру", "Ачасем тата çемье" çум программăсем районта мĕнле пурнăçланса пынине те сỹтсе яврĕç, демо-графи лару-тăрăвне, Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне мĕнле ирттернине пĕтĕмлетрĕç, октябрь уйă-хĕн вĕçĕнче районти хĕр-арăмсен совечĕсен конференцине ирттерессипе çыхăннă тĕллевсене палăртрĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 октября 2006
00:00
Поделиться