Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçле-ĕçле, юрла-юрла, çитме сунатпăр 100 çула

Çак кунсенче Раççей Журналистсен союзĕн членĕн, "Авангард" хаçатăн редактор çумĕн А.А. Салминăн менельник. Çавна май эпир вулакансене хамăрăн ĕçтешпе тата унăн пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарасшăн.

Алексей Алексеевич пурте лайăх пĕлекен Турхан ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çемьере асли пулнăран çыравçăн çамрăклах ĕçе кỹлĕнме тивнĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл пăру кĕтĕвĕ кĕтнĕ. Хуçалăхри строительство бригадине çỹренĕ. Ĕçлесе илнĕ укçапа шкула кайма кĕнекесем, тумтир туяннă. Паллах, клубра кăтартакан киносене курма та укçа хăварнă. Вĕреннĕ вăхăтрах обществăлла пурнăçа хастар хутшăннă. Ачасемпе ирттерекен мероприятисен пуçаруçи пулнă. Литература кружокĕ çинчен пĕрремĕш материалне Первомайски районĕнчи "Коммунар" хаçатра пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне пичетленĕ. Кĕçĕн классенченех сăвăсем çырнă. Каярахпа вĕсене "Авангард" хаçатра кун çути кăтартнă. Организаторла пултарулăхĕ пурнăç çулне уçма пулăшнă. Алла аттестат илсенех А.Салмина ялти клуб заведующине лартнă. Çав вăхăтсене халĕ хавхаланса аса илет вăл. Лампа çутипе пулсан та çамрăксем канăва интереслĕ, хаваслă ирттернĕ. Ялтан яла çỹресе концертсем лартнă. Кунта хăй çырнă сăввисене вуланă. Çулталăкран вара ăна, 1965 çулта, "Авангард" хаçат редакцине ĕçе чĕнсе илнĕ. Малтанах ун чухнехи редактор Алексей Алексеевич пултарулăхне корректорта тĕрĕслесе пăхнă. Унтан ăна радиоорганизатора лартнă. Дикторĕ те хăех пулнă. Каярахпа çырусен пайĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, яваплă секретаре лартнă. 1977 çулта Алексей Алексеевича "Авангард" хаçат редакторĕ пулма çирĕплетнĕ. Çак тивĕçе вăл 19 çул пурнăçланă. Хаçат содержанине лайăхлатас тесе тăрăшнипех журналист кадрĕсем хатĕрлессипе те сахал мар ĕç тунă, 50 ытла çамрăка хаçат ĕçне юратма хăнăхтарнă. Çак хушăрах темиçе çул Чăваш Республикин Верховнăй сучĕн заседателĕ, созыв хыççăн созыв район совечĕн депутачĕ пулнă, ытти нумай-нумай обществăллă порученисем пурнăçланă.

40 çул пичет ĕçĕнче пулса хăйне яланах ыр енчен çеç кăтартрĕ. Материалĕсем тарăн содержаниллĕ, çăмăл чĕлхепе вуланаççĕ, вулакансем тулли кăмăлтан йышăнаççĕ.

Пирĕн юратнă ĕçтешĕ-мĕр, шанчăклă тусăмăр тĕп ĕçне тунипе кăна лăпланса лармасть. Яваплă секретарь, корректор тивĕçĕсене те пурнăçлать.

Алексей Алексеевича "Ĕç ветеранĕ" медальпе, В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнă май юбилей медалĕпе, СССР, Чăваш Республикин Госкомиздачĕсен, Пичет министерствин, ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн, обкомĕн Хисеп грамотисемпе тата ытти вуншар тав хучĕпе наградăланă. Утатăр ĕçе кашни ирĕн, Тулли те хавас кăмăлпа.

Малаллах талпăнатăр, ĕçтешĕмĕр,

Ăмăртса яшсемпе паттăрла,

Лăпкă пурнăç курмасăр çаплах.

Çамрăкла вăй-халпа ăс сунатпăр,

Улăпла çирĕп сывлăх тата.

Лайăххишĕн, паллах, тав туса.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 октября 2006
00:00
Поделиться