Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçĕ - хăйсемшĕн, усси- çынсемшĕн

 

Кăçалхипе тăваттăмĕш хут канашлăва пуçтарчĕ Патăрьел перекет банкĕ пĕчĕк бизнеса аталантаракансене. Пĕрлехи калаçу Раççей Перекет банкĕ 165 çул тултарнă тапхăрта иртнĕрен сăмах малтан ĕçри çитĕнỹсем çинчен пычĕ. Вĕсемпе Патăрьел уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ А.Григорьев паллаштарчĕ. Перекет банкĕн çĕнĕ тивĕçтерĕвĕсем çинче клиентсемпе ĕçлекен сектор ертỹçи А.Бородов чарăнса тăчĕ. Пĕчĕк бизнеса аталантаракансем банкпа çыхăнура ĕçлеççĕ. Клиентсем кивçен укçа илесси ỹссех пырать. Перекет банкĕнче Республика Президенчĕн Н.Федоровăн "Пĕчĕк предпринимательствăна васкавлă аталантарасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн тĕрлĕ енлĕ акцисем ирттересси йăлана кĕрет.

Банк картисемпе усă курни лавккасенчен тавар туянма, тĕрлĕ организацисемпе тивĕçтерỹсемпе татăлма çăмăллăх кỹрет. Çакă ашшĕ-амăшне ачисене тĕрлĕ хуласенчи аслă вĕренỹ заведенийĕсенче вĕрентнĕ чухне укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене васкавлă татса пама та меллĕ. "Сберкартăпа" коммуналлă тивĕçтерỹсемпе, кредит тỹлевĕпе татăлма пулать. 4 районти 14 организацинчи 2 пин ытла çын ĕç укçине пластикăлла картăсемпе банкоматран илет. Малашне пенси илекенсем те çак мел çине куçма пултараççĕ. Ку чухнехи тапхăрта чылай ыйтусене компьютер пулăшăвĕпех татса пама пулать.

Кредит ыйтăвĕпе ĕçлекен пай ертỹçи Н.Каклимов предпринимательсене пырса тивекен ытти çăмăллăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Тĕрлĕ енлĕ нумай вăхăта кивçен укçа илекенсен процент ставкисем чакнине палăртрĕ. Райадминистрацин экономика, пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ П.Лазарев пĕчĕк предпринимательство сферинче районта 2529 çын ĕçленине каларĕ. Мĕн пур шайри бюджета вĕсенчен тивĕçлĕ налук кĕнине палăртрĕ. Пĕчĕк бизнеса аталантарма район пуçлăхĕ енчен кирлĕ условисем туса панине çирĕплетрĕ. Кăçалхи пĕр-ремĕш çур çулта çеç Патăрьелĕнче, Кивĕ Катекре, Сăкăтра уйрăм çынсем виçĕ вак суту-илỹ объекчĕ уçнине каларĕ.

Перекет банкĕ ĕçе кĕртекен çăмăллăхсем сахал мар. Вĕсене кашнийĕшĕ пĕлмест те. Интересленекенсене унăн ĕçченĕсем туллин ăнлантарса пама пултараççех. Çыхăнма çеç ỹркенмелле мар. Хăйсемпе килĕштерсе ĕçлекенсене вара хавхалантарассине те тĕпе хураççĕ. Канашлура тивĕçлисене "Волговятскбанк" ертỹçи алă пусса çирĕплетнĕ Дипломсене пачĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 октября 2006
00:00
Поделиться