Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çулла - çуна, хĕлле урапа хатĕрле

 

Сисмерĕмĕр те кĕркунне çитрĕ, çанталăк самаях сулхăнлатрĕ. Каçсенче тăм ỹкет, шыв та чĕлтĕрти пăрпа витĕнет. Республика хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн Министерствин çырăвĕпе килĕшỹллĕн пилĕк талăк умлă-хыçлă тулти сывлăш температури 8 градус ăшăран пысăкрах пулмасан 2006-2007 çулсенчи хутмалли сезона пуçламалла. Çак ыйтупа район пуçлăхĕ Н.Глухов организаци, предприяти, учреждени пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ, хутмалли сезона йĕркеллĕ ирттерсе яма кирлинчен ытларах топливо хатĕрлесси, çут çанталăк газĕшĕн вăхăтра тỹлесе тăрасси пирки задачăсем лартнă. Хутмалли сезон чи малтан социаллă сфера çурт-йĕрĕсенче: çул çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче, шкулсенче, больницăсенче пуçланмалла. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсенче тата социаллă сферăсенче 2006-2007 çулсенчи хутмалли сезона пахалăхлă хатĕрленсе çитес, хĕллехи вăхăтра ĕçлеме условисем туса парас тĕллевпе район пуçлăхĕ "Энергетика тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене кĕркуннепе хĕлле ĕçлеме хатĕрлесе çитересси çинчен" хушу кăларнă.

Асăннă хушăва пурнăçласа районта хĕле хатĕрленессипе хăш-пĕр ĕçсем туса ирттернĕ. Пурлăхпа техника ресурсĕн резервне туса хунă, запас çĕр кăмрăкĕ хатĕрленĕ. Муниципаллă газ котельнăйĕсем çуккисем валли топливо кỹнĕ. Паянхи куна 1000 тонна çĕр кăмрăкĕ, 45 кубла метр вутă хатĕрленĕ. Çав шутра "Чуваштоппром" патшалăх унитарлă предприятине 419 тонна çĕр кăмрăкĕшĕн укçа тỹлесе хунă.

Патăрьелĕнчи çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă унитарлă предприятин 14 котельнăйне "кăвак çулăмпа" ăшăтасси çине куçарнă. Вĕрентỹ отраслĕн 34 котельнăйĕнчен 33-шне запас топливăпа ĕçлеме хатĕрлесе çитернĕ. Больницăсенче те пăс хуранĕсем хатĕр. 2 участок больници электричествăпа хутăнать. Ветерансен çурчĕсенчи котельнăйсенче пуринче те топливăпа ĕçлемелли оборудовани пур. Турханти психоневрологи интерначĕн котельнăйĕ газ топливи çине куçнă.

Патăрьелĕнчи тĕп больницăра 54 тонна, коммуналлă хуçалăхра 150, вĕрентỹ учрежденийĕсенче 240 тонна çĕр кăмрăкĕ пур. Унсăр пуçне 244 тонна çĕр кăмрăклĕх укçа-тенкĕ, Турханти психоневрологи интернатĕнче 65 тонна çĕр кăмрăкĕ пур.

Патăрьелĕнчи 7-мĕш професси училищинче пăс хуранĕсене çуса тасатса вĕртерес ĕçсем пыраççĕ. Декабрь вĕçĕнче кунта газпа хутса ăшăтасси çине куçаççĕ. Патăрьелĕнчи çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн пурăнмалли çурчĕсенче хутмалли сезона хатĕрленсе çитнĕ. 5 çуртра çеç хăш-пĕр ĕçсем юлнă. 2006 çулта 87 хваттере газпа хутма пуçланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 октября 2006
00:00
Поделиться