Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ватăсем спортра та маттур

 

Тĕнчери ватă çынсен кунне паллă тума спорта юратакансем Патăрьелĕнчи социаллă пулăшу центрне пуçтарăнчĕç. Шашка-шахмат вăййине килĕштерекенсем кунта район центрĕнчен çеç мар, Красномайск, Кзыл Чишма, Тутар Сăкăт, Тăрăн, Пăлапуç Пашьел ялĕсенчен те çитнĕ.

Чи маттур вылякана палăртас тесен, пурин те кашнинпе шашкăлла та, шахматла та лайăх вылямалла. Ăста выляканнисем - Кзыл Чишмаран килнĕ М.Абдуллин тата Патăрьелĕнче пурăнакан Н.Трофимов - шахматла та шашкăлла та пурне те çĕнтерсе пычĕç. Юлашкинчен пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕç. Кунта вара Мансур Зарифович ăстараххи палăрчĕ, ăмăрту çĕнтерỹçин чыслă ятне çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕш вырăна Тутар Сăкăтран килнĕ Абдулла Алимов тухрĕ.

Юлашкинчен ăмăртăва килнĕ ватă спортсменсене центр ертỹçи Т.Малинина саламларĕ, ăмăрту çĕнтерỹçисене парнесемпе чысларĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 октября 2006
00:00
Поделиться