Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Суйлав тивĕçлĕ шайра ирттĕр

 

Октябрĕн 8-мĕшĕ - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалли кун. Халĕ пур çĕрте те суйлава тивĕçлĕ шайра ирттерме хатĕрленеççĕ.

Паллă ĕнтĕ, кирек мĕнле суйлав та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Чи малтанах эпир унпа хамăр пуласлăхпа, малашлăхри тĕллевлĕ ĕç-хĕлпе çутă ĕмĕтсем пурнăçланассин шанчăклăхĕпе çыхăнтаратпăр. Суйлав ыйтăвĕ халăхшăн уçăмлăрах пултăр тесе çак кунсенче эпир районти тĕп суйлав комиссийĕн председателĕпе Татьяна Ильинична Табаковăпа курса калаçрăмăр. 

- Татьяна Ильинична, пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче район тата ял тăрăхĕн депутачĕсене суйларăмăр. Халĕ камсене суйлатпăр? 

- Ку хутĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 4-мĕш созыври депутачĕсене. Кашни суйлавçă алла икĕ бюллетень илет. Пĕри - пĕр мандатлă Патăрьел округĕпе. Ку бюллетеньре 8 кандидат. 2-мĕш бюллетен- парти списокĕпе. Суйлав бюллетенĕнче вĕсем çакăн пек йĕркепе вырнаçнă: "Пĕрлĕхлĕ Раççей", "ЛДПР", "Тăван çĕр-шыв", "Раççей Федерацийĕн коммунистсен партийĕ", "Раççей патриочĕсем".

Унсăр пуçне Патăрьел, Ишлĕ, Шăхач, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенче пурăнакан суй-лавçăсем 3-мĕш бюллетень илĕç, депутатсен Пухăвĕн ял тăрăхĕн депутачĕсене суйлĕç. 

- Калăпăр, суйлавçăн октябрĕн 8-мĕшĕнчен иртерех командировкăна тухса каймалла. Палăртнă вăхăтчен маларах суйлама юрать-и? 

-Юрамасть. Кун пек чухне çыннăн хăйне списока кĕртнĕ суйлав участокĕнчен çирĕплетсе паракан удостоверени илмелле. 

- Суйлавçăна суйлавçăсен списокне кĕртмесĕр хăварнă пулсан мĕн тумалла? 

- Суйлавçăн хăй ăçта пурăннине ĕнентерсе паспорт кăтартмалла. Ку документа çухатнă пулсан, районти шалти ĕçсен пайĕн паспорт сĕтелĕнчен ятарлă справка илмелле. Хăйне списока кĕртнипе кĕртменнине кашни суйлав-çă маларах участоксене пырса пĕлме пултарать. 

- Кивĕ паспортпа суйлама ирĕк параççĕ-и?

- Çук. Ун пек юрамасть. 

- Суйлавçă чире пула участока пыраймасан? 

- Кун пек чухне суйлавçăн 16 сехетрен кая юлмасăр çын урлă е телефонпа шăнкăравласа суйлав участокне пĕлтермелле, участока пымасăрах сасăламашкăн майсем туса пама ыйтмалла. 

- Суйлав участокĕсем миçерен миçеччен ĕçлеççĕ? 

- Суйлав участокĕсем пур çĕрте те 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлеççĕ. Хисеплĕ суйлавçăсем, сире пурне те юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче суйлав участокĕсене вăхăтра пыма чĕнетпĕр. Хăвăр сассăрсене тивĕçлĕ кандидатсемшĕн, тăнăç пурнăçшăн, миршĕн, телейшĕн парасса шансах тăратпăр. Ан манăр, асрах тытăр - кашни сасă шутра!

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 октября 2006
00:00
Поделиться