Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район çĕнелет, кăмăл-туйăм çĕкленет

Юлашки çулсенче район центрĕ те, ялсем те илемленсе капăрланса пыраççĕ. Çĕнĕрен-çĕнĕ çурт-йĕр çĕкленет, çул-йĕр тăвассипе, газ кĕртессипе, таса шыв ыйтăвĕпе нумай ĕçлеççĕ. Çакă, паллах, район ертỹçин пуçарулăхĕнчен, хăйĕн çумĕсене пĕлсе ертсе пынинчен, вĕсене "ташлаттарса" тăнинчен, çирĕп ыйтнинчен нумай килет. Кашкăра ури тăрантарать, теççĕ. Чупмасăр, тăрăшмасăр нимĕн те пулмасть. Шăпах çак ыйтусем тавра калаçрăмăр та район администрацийĕн строительство тата общество инфраструктури аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕпе Иван Алексеевич Дикинпа.

- Иван Алексеевич, район çулсерен çĕнелсе, аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çакăн пирки вулакансене тĕплĕнрех каласа параймăр-ши? 

- Районти стройкăсене инвестици хывасси вырăнти бюджетăн укçипе çеç пулса пĕтеймест. Район дотациллĕ шутланать, мĕн пур ĕçе хăйĕн фончĕпе çеç пурнăçлаймасть. Ытларах пайĕ Чăваш Республикипе Раççей бюджетĕнчен панă укçа-тенкĕпе пулса пырать. Пĕлетĕр ĕнтĕ, халĕ республика, Раççей шайлĕ тĕллевлĕ программăсем, проектсем нумай. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ. Сăмахран, çул-йĕр тăвассипе, социаллă çурт-йĕр çĕклессипе, сывлăха сыхлассипе, вĕрентỹпе, газ кĕртессипе тата ытти те. Çав программăсене хутшăнас тесе, эпир кашни енпех проект хатĕрлетпĕр. Çак проектсем тĕрлĕ шайри экспертиза витĕр тухаççĕ: санитари, экологи, промышленность хăрушсăрлăхĕ тата ытти те. Ун хыççăн çут çанталăк, техника надзорĕсемпе килĕшỹ тумалла. Çаксемшĕн йăлтах район бюджетĕнчен тỹлетпĕр. Хатĕр проектсене министерствăсене тăрататпăр, хỹтĕлетпĕр. Хăшне-пĕрне çирĕплетменни те пулкалать. Министерствăсем проектсене инвестици политикин советне параççĕ. Кунта каллех хамăрăн кайса хỹтĕлемелле, чăнласах кирлине çирĕплетмелле. Çак совет Экономика министерстви çумĕнче вырнаçнă. Ун хыççăн объектсен переченне Финанс министерствине тăратаççĕ. Кунта пăхса тухнă хыççăн вĕсем правительствăна çитеççĕ. Правительство республикăн адреслă инвестици программине Патшалăх Канашне тăратать. Малтан комитетсенче пăхса тухаççĕ, кайран сессинче çирĕплетеççĕ. Акă, Патăрьелĕнче таса шывпа тивĕçтерес ĕçе 2001 çултах пуçăннă, 2007 çулта вĕçлемелле. Проектсемпе ĕçлесси вăхăта питĕ нумай илет. Ку процедурăна кашни çулах тăватпăр.

- Апла федеральнăй бюджетран укçа илес тесен тата ытларах чупмалла пулĕ?

- Çапла. Кун пек чухне проектсене Чăваш Республикинчи ведомствăсем урлă тухса Раççей правительствине çитермелле. Таса шывпа тивĕçтерес, Пăлана тỹрлетес ĕçсене шăпах Раççей бюджечĕн укçипе пурнăçлаççĕ. Халĕ Патăрьелĕнче, Татмăшра, Сăкăтра шыв кĕртессипе ĕçлетпĕр. Çак тĕллевпе тĕрлĕ шайлă бюджетсенчен 13 миллион тенкĕ уйăрнă. Районти строительство, общество инфраструктура аталану пайĕн специалисчĕсене вырăнта тытма йывăр. Эпир яланах Шупашкара. Саранска, Чулхулана, Мускава тухса çỹретпĕр. 

-Тĕллевсем çуллен пысăкланса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра хăшне чи кирли тесе шутлатăр?

- Пурте кирлĕ. Халĕ эпир ЧР Президенчĕн çул-йĕр тăвассине хăвăртлатассипе çыхăннă Указне пурнăçлассине тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Паянхи куна пур ял валли те проект хатĕр. Ĕнер ку ыйтупа Люляра пултăмăр.

Çỹресен, тăрăшсан ĕç пулать. Кăçал çеç 155 миллион тенкĕ ытла инвестици илнĕ. Районта çул-йĕр тăвасси аван пырать. Çакăн валли пур шайлă бюджетсенчен 37600,9 пин тенкĕ уйăрнă. 4.42 километр автомобиль çулне хута ямалла. Турхан - Хурама Твар, Турхан - Тури Тăрмăш - Упамса çулсене тунă. Патăрьел - Сăкăт çула тăвасси малалла пырать. Палăртнинчен ирттерсе тата 17 километр çул хута яма пăхнă. 2007 çулта Шăнкăртам - Аслă Чемен - Ясная Поляна, Шăнкăртам - Аслă Чемен - Тури Чакă, Красномайски- Чепкас, Ишлĕ - Ульяновка - Люля, Первомайски - Сител çулсене тума программăна кĕртнĕ. Тăрăн - Кĕçĕн  Арапуç çула тума проектпа смета документацийĕсене хатĕрленĕ. Именкасси тĕлĕнче Пăла шывĕ урлă кĕпер хывнă.

- Социаллă çурт-йĕр тăвас, халăха таса шывпа тивĕçтерес, тирпей-илем кĕртес ыйтусемпе лару-тăру мĕнлерех?

- Январь-август уйăхĕсенче 9849 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул çуртне туса пĕтерме Чăваш Республикинчен 10 миллион, вырăнти бюджетран 1 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Социаллă çурт-йĕр, автоçул тума, тирпей-илем кĕртме, çĕнĕ урамсене электрификацилеме, ялсене таса шывпа тивĕçтерме вырăнти бюджетран 9 миллиона яхăн укçа уйăрнă.

-Иван Алексеевич, хушма финанс ресурсĕсем илсе килессипе çыхăннă тĕллеве пурнăçласси влаçран нумай килет. 

- Паллах. Паянхи вăхăт ыйтнă пек çанă таврăса ĕçлемесен, хальхи пурнăçпа тан утаймастăн. Пирĕн тĕллев - яла аталантарасси, халăх пурнăçне лайăхлатасси. 

- Тавах калаçушăн, Çапла пултăрччĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 октября 2006
00:00
Поделиться