Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Профилактика кунĕ

Районта преступленисем туса саккунлăха пăсасси чакмасть-ха. Çавăнпа та райадминистраци çумĕнчи профилактика комиссийĕн ĕçĕ чылай. Унăн черетлĕ ларăвĕнче граждансене право йĕркине сыхлама явăçтарас, обществăлла хăрушсăрлăха çирĕплетес, халăхăн право йĕркине пăснине хирĕç тата преступностьпа кĕрешес ĕçри тỹпине пысăклатас пирки сỹтсе явнă.

 Кун йĕркинчи ыйтупа Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Купкенов доклад тунă. Вăл территорире преступностьпа кĕрешес енĕпе туса ирттерекен профилактикăлла ĕçсем çинчен каласа панă.

Комисси палăртнă тăрăх, Шăнкăртамра та, районта та кулленхи ĕçре ирĕклĕ халăх дружинисене витĕмлĕрех вăй хуртармалла. Çакă Шăнкăртам ял тăрăхĕсĕр пуçне, Патăрьел, Çĕнĕ Ахпỹрт, Пикшик, Туçа, Сăкăт ял тăрăхĕсене те пырса тивет, мĕншĕн тесен вĕсенче çул çитмен ачасем саккуна пăснă тĕслĕхсем те пур.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 октября 2006
00:00
Поделиться