Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Первомайскисемпе Ишлĕсем - виççĕмĕш

Шупашкарти "Спартак" стадионта республикăра тухса тăракан "Советская Чувашия" хаçат парнине çĕнсе илессишĕн эстафетăлла ăмăрту иртнĕ. Унта пирĕн район администраци команди те хутшăннă. Ытти номинацисенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш, Аслă Чементи вăтам шкулсен, Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕн, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул командисем тата Аслă Чементи Г.Медведев çемйи ăмăртнă. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинче Ишлĕсем (тренерĕ И.Прокопьев) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çамрăк тренершĕн çакă пысăк çитĕнỹ.

Первомайскисем çакăн пек ăмăртусене пĕрре мар хутшăннă, малти вырăнсене те тухнă. Кăçал вара 98 командăпа тупăшма çăмăлах пулмарĕ. Пĕрремĕш этапри хĕрача стартран чи малтан хускаласа тухса кайрĕ, палăртнă вырăна та пĕрремĕш çитрĕ. Ыттисем те 9-мĕш этапа вĕçличчен хытă чупрĕç. Ун хыççăн пĕр хĕр ачи урине ыраттарчĕ те командăран пĕрин хыççăн тепри иртсе кайрĕç. Кайран С.Кириллов темле тăрăшсан та финиша малтисенчен 3 секунд каярах çитрĕ. Вăхăта иртнĕ çулхинчен 25 секунд лайăхлатрĕç пулин те виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. "Тав" фирма директорĕ И.Антонов командăна пысăк торт тата 20 пин тенкĕ тăракан йĕлтĕр парнелерĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 октября 2006
00:00
Поделиться