Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уявпа чысласа

Пĕтĕм Раççейри хăлха илтменнисен организацийĕ хăйĕн 80 çулхи уявне паллă тума хатĕрленет. Чăваш Енре вара ăна йĕркелени 75 çул çитет. Вырăнти пĕрлешỹре Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенчи сусăрсем тăраççĕ. Вĕсем 60-ăн. Районта хăлха илтменнисем - 27-ĕн.

Юбилей умĕн районти социаллă центрта савăнăçлă лару иртрĕ. Ăна социаллă хỹтлĕх пайĕн ерỹçин çумĕ Г.Адикина уçса ертсе пычĕ. Саламлă сăмахпа республикăри хăлха илтменнисен обществин председателĕ З.Смирнова тухса каларĕ. Унтан социаллă центр директорĕ Т.Малинина соцпулăшу парассин пахалăхне ỹстересси çинче чарăнса тăчĕ. Пухăва хутшăннисене парнелĕх тавар пуххисем пачĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 сентября 2006
00:00
Поделиться