Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Икĕ район пуçлăхĕн тĕл пулăвĕ

 Район пуçлăхĕ Н.Глухов Патăрьелĕнче Улатăр районĕн пуçлăхĕпе А.Блашенковпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче икĕ районăн паянхи социаллă-экономикăллă лару-тăру ыйтăвĕсене, малашлăх аталанăвне сỹтсе явнă. Ун хыççăн Николай Ивановичпа Алексей Иванович "Исток" çĕр ĕç фирмине çитсе вырма мĕнле пынипе кăсăкланнă. Хуçалăхра 805 гектар çинче тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ, пурĕ 24308 центнер тырă çапса илнĕ, вăтам тухăç 30,2 центнерпа танлашнă. Çĕр ĕç фирминче çĕр улми 50 гектар, сахăр кăшманĕ 200 гектар. Малтанхи кăтартусем тăрăх çĕр улми гектар пуçне 295-300 центнер тухать, сахăр кăшманĕн тухăçĕ 400 центнер пуласси паллă.

Улатăр хăни район ĕçне пысăк хак панă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 сентября 2006
00:00
Поделиться