Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ярославль делегацийĕ Патăрьелсене тав тăвать

 Района Ярославль облаçĕнчи Некрасовски район делегацийĕ килсе кайни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче Патăрьел район пуçлăхĕ Н. Глухов ячĕпе Ярославль облаçĕнчи Некрасовски муниципаллă район пуçлăхĕнчен, А.Чудейкинран, телеграмма килнĕ. Вăл район тăрăх экскурси йĕркеленĕшĕн, ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçисемпе тĕл пулса калаçма, икĕ еншĕн те усăллă килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшỹ тума пулăшнăшăн тав тунă.

Асăннă тĕл пулăва икĕ район пуçлăхĕсемсĕр пуçне Некрасовски чăх-чĕп фабрикин генеральнăй директорĕ Н.Петрухин, пирĕн район пуçлăхĕн заместителĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусене йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков, "Батыревский" улма-çырла питомникĕн ертỹçи В.Барышников, "Труд", "Красное знамя", "Исток", "Хастар", "Югель" хуçалăхсен ертỹçисем Н.Михайлов, П.Никифоров, А.Илюткин, Н.Родионов, В.Солдатов та хутшăннă.

Тĕл пулу вăхăтĕнче Патăрьел тата Некрасовски районсен социаллă-экономикăллă аталанăвне пăхса тухнă, пĕрле татса памалли ыйтусене палăртнă, малашне килĕштерсе ĕçлесси, уйрăмах туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене тỹрремĕнех асăннă района ăсатасси, ĕç çыннисене вĕсен курорчĕсенче канма, сипленме, сывлăха çирĕплетме майсем туса парасси пирки задачăсем лартнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 сентября 2006
00:00
Поделиться