Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хушма хуçалăха аталантарма

 Районта нацин "АПК аталанăвĕ" проекчĕ кунсерен вăй илсе пырать. Вăл пулăшнипе ял хуçалăхĕ аталанасси курăмлă. Ялта ĕçлесе тата тĕпленсе пурăнакансене патшалăх çăмăллатнă майпа сахал процентлă кредит пама тытăнни те çакна çирĕплетет. Халăха тивĕçтерес ĕç-пуç еплерех пынипе кăсăкланса эпир ял хуçалăх министерствин тĕп специалисчĕпе Н.Алимовăпа тĕл пулса калаçрăмăр. 

- Наиле Алимзяновна, наци проектне пурнăçа кĕртессипе, кредит парассипе район малтисен шутĕнче. Лару-тăрăва тĕплĕнрех уçса парăр-ха? 

- Наци проектне Патăрьелсем хаваспах йышăнчĕç. Хальлĕхе хушма хуçалăха аталантарма 738 çемье 128 миллион тенкĕлĕх кредит илме пултарчĕç. Черетре тăракансем те йышлă. Хальлĕхе перекет банкĕнчен 498 çын 74 миллион та 117 пин тенкĕ, Раççей ял хуçалăх банкĕнчен 240 çын 53 миллион та 885 пин тенкĕ кредит илчĕ. Паллах, асăннă кредита пама пуçланăранпа банк ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ кăткăс. Документсене хăвăрт, вăхăтра туса пама ĕлкĕрмелле. 

- Курăнать ĕнтĕ кредит илес текенсен шучĕ ăшă çумăр хыççăнхи кăмпа евĕр нумайланнă. Ăна пурте тĕллевлех илчĕç-ши? 

- Халăха шанмасăр ĕçлеме йывăр. Ман шутпа, ял çынни улталама пĕлмест. Çитменнине уйăрнă кредита ăçта усă курнине банк тĕрĕслесех тăрать. Ара, унпа тĕллевлĕ усă курсан 14 процентран 12 проценчĕ хресчене каялла таврăнать-çке. 

- Проект ял çыннин пурнăçне кăшт та пулин çăмăллатни сисĕнет-и?

- Хресчен пурнăçĕ çăмăлланчĕ тесе калама йывăр. Çапах та лайăхрах пурăнма тăрăшни сисĕнет. Кредит илекенĕн икĕ хут нумайрах ĕçлеме тивет: илнĕ укçа-тенке тавăрмалла тата çемьене тăрантармалла, тумлантармалла. Çур акипе вырма вăхăтĕнче ял çыннине пушшех те çăмăл мар. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем хăмпă пек хăпарнăран чылай ыйтăва татма йывăр. Туса илнĕ продукцин хакĕ пĕчĕк, çĕрне сухалаттарма вара хаклă. Тупăш укçи хуçалăхри ĕçсене саплаштарма çеç çитет. Ман шутпа, патшалăх шухăшласа кăларнă программăсем пулăшмаллах. Калăпăр, наци проекчĕ хỹттипе хресчен ачи-пăчине вĕрентме пултарĕ, пỹрт-çурт лартĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕ тата ытти те. Проектпа пĕлсе усă кураканăн пурнăçĕ майлашăнасси куç кĕрет.

- Кредит илнĕ укçана пурте çийĕнчех ĕçе кĕртеççĕ-и? Тĕллевлĕ усă курнисене ятранах асăнма май килмест-ши? 

- Сăкăтри М.Сулагаева çийĕнчех выльăх-чĕрлĕх витисем туса лартрĕ, сысна ĕрчетме пикенчĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи Ю.Кошкин, Ю.Григорьев та сысна чылай усраççĕ. Шăнкăртамри М.Бурчаклы лашасене кăмăллать. Унăн хуçалăхĕнче тиха нумай. Кивĕ Катекри И.Веревкин ĕне-выльăх тытать. Ун пеккисем йышлă. 

- Ĕçре мĕн чăрмав кỹрет? 

- Йĕрке тăрăх кредит илекен çыннăн 45 кун хушшинче документсем туса, укçине илсе ăна ĕçе кĕртни çинчен банка кирлĕ документсем тăратмалла. Енчен те çак вăхăтра хутсене йĕркелесе çитереймесен субсиди илеймест. Кун пек чухне кредит икĕ процентлă мар, 19 процентлă пулать. Çакна хăшĕ-пĕри ăнланмасть, вăхăтра документ тăратма васкамасть. Сентябрĕн 22- мĕшĕ тĕлне Раççей ял хуçалăх банкĕнчен кредит илнĕ 240 çынран 120-шĕ, перекет банкĕнчен илнĕ 498 çынран 145-шĕ çеç укçана тĕллевлĕ усă курни çинчен хутсем тăратнă. Çакă ĕçре пысăк чăрмав кỹрет. 

- Наиле Алимзяновна, юлашкинчен ял халăхне мĕн сĕнетĕр? 

- Кредитăн усси куç умĕнче. Вăл хушма хуçалăха аталантарма, пурнăçа лайăхлатма пулăшать. Çăмăллăхпа усă курма васкăр. 

- Тавах калаçушăн, çапла пултăрччĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 сентября 2006
00:00
Поделиться