Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентекенĕн куллен вĕренмелле

Вĕрентỹ пайĕнче методист пулса ĕçленĕ май, Табакова Мария Зиновьевна вĕрентекен пирки пĕрре мар хаçата çырма тỹр килнĕ. Акă паян та Туçари вĕренỹ центрĕнче унăн ĕç опытне пĕтĕмлетнĕ май, вулакансене тепĕр хут пултаруллă вĕрентекенпе паллаштарас килчĕ. Сăлтавĕ те пур: вĕсем районтан иккĕн, тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.Абейдулловăпа, Раççей Президенчĕн премине- 100 пин тенке тивĕç пулчĕç.

Çирĕм çичĕ çул вĕрентет вăл ачасене çак шкулта. Ĕç кĕнекинче те ĕçе илни çинчен калакан страницăра çырса хуни те пĕрре кăна унăн. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май ачасене чăвашла таса та тĕрĕс калаçма вĕрентнисĕр пуçне, халăхăмăрăн авалхи тата паянхи историне пĕлччĕр, пурнăç ыйтнă пек пурăнма хăнăхчăр, хастар та хăюллă пулччăр тесе уйрăмах вăй хурса ĕçлет. Пурнăçпа тан утать, çĕнĕлле шухăшлать, инноваци культурине пурнăçа кĕртес енĕпе те нумай вăй хурать. Вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатас ĕçре яланах аталанса пыракан информаци технологийĕпе усă курать. Тăрăшса ĕçленипех вăл Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ ятне тивĕçрĕ.

Мария Зиновьевна хăйĕн творчество отчетĕнче шкулта факультатив сехечĕсемпе вырăнлă усă курса районти, республикăри олимпиадăсенче çитĕнỹ туни çинчен те чарăнса тăчĕ. Уйрăмах çак шкулта чăваш чĕлхине килĕштерекенсен йышĕ те пысăк. Лайăххисенчен лайăххи пулма, паллах, çăмăл мар. Пĕлĕве ỹстересси, çĕнĕлĕхсене алла илсе малалла аталанса пырасси - учителĕн тивĕçĕ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕ тăрăх Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политики министерстви те нумай ĕç тăвать, Çавна май эпир те хамăр умма пысăк тĕллевсем лартатпăр. Малта пыракан технологисемпе усă курса вĕрентсе ачасене тата ытларах аталантаратпăр. Ахальтен мар хамăр Республика Президенчĕн Н.В.Федоровăн стратегиллĕ тĕллевĕсенчен пĕри - чăваш ялне чĕртсе тăратасси. Хамăр вĕрентнĕ ачасем пысăк специалистсем пулса, тăван яла таврăнса, унăн пуласлăхне аталантаракансем пулччăр тесен, пирĕн те нумай ĕçлемелле. Çакна тума пирĕн мĕн пур майсем пур. Хальхи вăхăтра тăван чĕлхемĕр те аталанса пырать. Вĕренỹ кĕнекисем, методика кăтартăвĕсем, дидактика материалĕсем çителĕклĕ. Электронлă вĕренỹ пособийĕсем хатĕрлени вара тата та аван. Тăван чĕлхене вĕрентекенсен чылай ыйтăвĕсем çине хуравларĕ Мария Зиновьевна. Пурте унăн ĕç опытне "Халăх шкулĕ" журналта пичетлеме сĕнсе хăварчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 сентября 2006
00:00
Поделиться