Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Учительсене райхаçат кирлĕ-и

Хаçат вуламан класс ертỹçи воспитани ĕçне çỹллĕ шайра пурнăçласа пырайĕ-ши Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕр-шывĕпех çырăнтару тапхăрĕ пуçланчĕ. Мĕн шухăшлаттарть-ха издательство çуртĕнче тата почта уйрăмĕсенче ĕçлекенсене?

Интеллигенци сийĕнчен ытларах педагогсем (вĕсемех класс ертỹçисем) канăç памаççĕ, мĕншĕн тесен ачасен шăпи мĕнле пуласси вĕсенчен те чылай килет. Енчен те класс ертỹçи хăйĕн тавра курăмне пур енлĕ те аталантармасть пулсан, ачасене кирлех-ши эпир? Кăмăл-сипет енчен пиçсе çитнĕ çынсем тăвайăпăр-ши, икĕ тĕреклĕ "çунат парнелесе" вĕçтерсе ярайăпăр-ши? Пирĕн çителĕксĕр ĕçшĕн кайран пурнăçра ачасен нушаланмалла пулмасть-ши?

Иртнĕ канашлура П.С.Краснов, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ, калани халĕ те хăлхара янăрать. Ăна та учительсен ытларах пайĕ район хаçатне çырăнманни тĕлĕнтерет. Çак сăмахсем пирĕн районти учительсене те пырса тивеççĕ. Хуть хăш почта уйрăмне кайсан та унта ĕçлекенсем хăйсем тĕлĕннине палăртаççĕ.

Сăлтавĕ пур: шкулсем "Авангард" хаçата çырăнса параççĕ-ха, анчах та пĕр хаçат (шкулта, сăмахран, 12 класс) кашни ертỹçе çитмест. Халĕ вĕсене (класс ертỹçисене) 1000 тенкĕ хушса параççĕ. Çулла ачасемпе ĕçлемесен те ку укçа çемье бюджетне каять. Ачасемпе уроксем хыççăн ĕçлемех тивет. Воспитани темипе калаçу ирттернĕ чухне, паллах, ял, район, республика, тĕнче мĕнле "сывланипе" çыхăнтармасăр, проблемисемпе паллаштарса ачан тавра курăмне аталантарса пымасăр, кайран обществăра икĕ ура çинче çирĕп тăракан ăру хатĕрлейĕпĕр-ши? Пур çемье те интернета тухаймасть, пурин те ашшĕ-амăшĕ вĕреннĕ çын мар, апла камра шанчăк? Паллах - учительсенче, класс ертỹçисенче.

Ачасене кирлĕ пек пĕлỹ пани çеç çителĕксĕр, пирĕн, педагогсен, вĕсенчен чăн-чăн çын тумалла.

Çур çул итогĕсемпе кайран, декабрь уйăхĕнче, кашни шкулпа çырăнтарăва пĕтĕмлетсе хаçат урлă паллаштармаллах.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 сентября 2006
00:00
Поделиться