Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçлĕ калаçăвăн усси пултăрах

Сентябрĕн 20-мĕшĕнче районта Министерство кунĕ пулчĕ. Хальхинче Чăваш Республикинчи гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн кунне ирттерчĕç. Асăннă комитетăн ĕçченĕсем ушкăнсем çине пайланса районăн тĕрлĕ кĕтесĕсене çитсе курчĕç.

Чăваш Республикинчи Гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков, район пуçлăхĕн çумĕ АПК предприятийĕсемпе хутшăнусене йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков Туçа ял тăрăхĕнче пулчĕç, Туçари вĕрентỹ центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, компьютер класне, музея, тĕслĕх библиотекăна, культура çуртне, Анат Туçари магазинсене, çыхăну уйрăмне, муниципаллă пушар хуралне кĕрсе курчĕç, ачасен алă ĕç выставкипе паллашрĕç. РФ Президенчĕн грантне тивĕç пулнă Туçари вĕрентỹ центрĕнче ĕçлекенсемпе, Анат Туçара пурăнакансемпе курса калаçрĕç. Калаçу республикăра автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăртрах вĕçлес, суйлав, гражданла хỹтĕлев уйăхлăхĕ, гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, шыв объекчĕсенчи асăрханулăх, наци проек-чĕсене ĕçе кĕртес ыйтусем тавра пычĕ.

Туçа ял тăрăхĕнче асăннă ыйтусемпе чылай ĕçлемелле-ха. Уйрăмах - урамсенчи çулсене тăвассипе. Территоринче автомобиль çулĕсем 27 километр, 9-шне яхăн асфальт сарнă. 2006 çулта ку тĕлĕшпе бюджета 200 пин тенкĕ укçа хывнă. Паянхи куна 172 пинне ĕçе кĕртнĕ, Анат Туçара 250 метр асфальт сарнă.

Анат Туçара пурăнакансем ОАО "Чувашэнерго" электроэнергие шута илекен антивандаллĕ тулти шкафсене кил хуçисен шутĕнчен вырнаçтарма ыйтнишĕн пăшăрханса калаçрĕç, пулăшма ыйтрĕç. В.Петьковпа М.Калмыков ку ыйтăва кĕске хушăрах татса пама шантарчĕç.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пĕчĕк кимĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх инспекцийĕн ертсе пыракан специалисчĕ Ю.Вазянова, райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Афанасьев ертсе пыракан ушкăн Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта пулчĕ. Унта Н.Афанасьев районта газ кĕртес, çул-йĕр тăвас ыйтусем, шкулсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ.

Районти 9306 çемье çутçанталăк газĕпе усă курать. 146 котельнăйне газпа ăшăтмалла тунă. 2006 çулта газ кĕртме 2120 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Халăха таса шывпа тивĕçтерессипе ĕçлеççĕ. Çак тĕллевпе пур шайлă бюджетсенчен 13 миллион тенкĕ Патăрьел, 0,4 миллион- Татмăш, 1,5 миллион Сăкăт ялĕсем валли уйăрнă. Патăрьелĕнче 1,5 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула туса пĕтерме Чăваш Республикин бюджетĕнчен 10 миллион, район бюджетĕнчен 1 миллион тенкĕ уйăрнă. Январь-июнь уйăхĕсенче 5931 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă.

Районта çул-йĕр тăвасси аван пырать. Çакăн валли пур шайлă бюджетсенчен 37600,9 пин тенкĕ укçа уйăрнă. 4,42 километр автомобиль çулне хута ямалла. "Турхан-Хурама Твар", "Турхан-Тури Тăрмăш- Упамса", "Патăрьел-Сăкăт" çулсене тăвасси малалла пырать. Турханта Президентăн "Шкула - çул" программипе килĕшỹллĕн çула чул сарнă тата ытти те.

Ял тăрăхĕсенче çурт-йĕр, автоçул тăвас, тирпей-илем кĕртес, çĕнĕ урамсене электрификацилес, халăха таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе вырăнти бюджетран 9 миллиона яхăн уйăрса панă.

Президент программипе килĕшỹллĕн Пăлапуç Пашьел шкулĕ патне те асфальтлă çул пулать. Тĕл пулу хыççăн Юлия Николаевна Вазянова 3-4-мĕш классенче вĕренекенсемпе пĕвере, кỹлĕре шыва кĕнĕ вăхăтра, çурхи шыв -шур чухне асăрхануллă, тимлĕ пулмалли пирки ятарлă урок ирттерчĕ, нумай тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.

Ун хыççăн ушкăн Первомайски вĕрентỹ центрĕнче пулчĕ, кабинетсемпе паллашрĕ, коллективпа курса калаçрĕ.

Министерство кунне хутшăннисем çавăн пекех Шăхач, Кзыл Чишма, Çĕньял, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенчи шкулсенче, культура çурчĕсенче, çемье врачĕн офисĕсенче пулса курчĕç, халăхпа калаçрĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 сентября 2006
00:00
Поделиться