Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Журналистсен спартакиади

Пĕр юнкун çанталăк ăмăр пулнине пăхмасăрах кăнтăр районĕсенчи журналистсемпе полиграфи ĕçченĕсем районти "Ака туй-сабантуй" иртекен "Хĕвеллĕ" уçланкăна Пĕтĕм Тĕнчери журналистсен пĕршухăшлăх кунне халалланă спартакиадăна пуçтарăнчĕç. Чăн малтанах хаçатçă-спортсменсене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ĕçре тунă çитĕнỹсемпе пĕрлех спортра та сулмаклă утăмсем тума ăнăçу сунчĕ, ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕнче тăваттăмĕш влаç ĕçченĕсем пурте пĕрле пуçтарăнма мехел çитернине, вăхăт тупнине ырларĕ. Хаçатçăсен пĕршухăшлăх кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ спорт уявне пуçтарăннă Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенчи ĕçтешсене Патăрьел издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ З.Александрова саламларĕ, туслă çыхăнăва малалла та тăсма ырă сунчĕ.

Спорт ăмăртăвĕ мини-футболла вылянинчен пуçланчĕ. Футбол уйĕнче кашни командăран виçĕ хĕрарăмпа икĕ арçын. Ку енĕпе Комсомольскисем чи ăста вылякансем пулчĕç. Çак ушкăнти И.Сиразетдинова комисси "Чи лайăх тапăнса вылякан" номинаци çĕнтерỹçи тесе хак пачĕ. "Елчĕк ен" хаçат корреспонденчĕ" В.Кириллова вара - "Чи лайăх вратарь". Творчество каçалăкĕнче çирĕм çул ытла вăй хуракан икĕ ача амăшĕн спортри çамрăк чухнехи хастарлăхĕ халĕ те сĕврĕлмен-ха. Сăмах май каласан, вăл ял тăрăх депутачĕ те. 100х5 метрлă дистанциллĕ эстафетăра хăвăрт чупса тухассипе Патăрьел издательство çурчĕн команди чăн малтан финиша çитрĕ.

Уявра ытти ăмăртусем те кăсăклă, çивĕч иртрĕç. Акă, вĕрен туртассипе Елчĕксем никама та парăнмарĕç. Дартс вăййинче те вĕсемех чи нумай очко пуçтарчĕç. Вĕсем хыççăн Шăмăршă хаçат ĕçченĕсем. Алă вăйне виçессипе те Елчĕксемех кăтартуллă пулчĕç. Патăрьелсем кỹршĕсенчен кăшт çеç каярах юлчĕç.

Мĕн пур спорт ăмăртăвĕсене Н.Чинкин судья йĕркелесе, хак парса тăчĕ, çĕнтерỹçĕсене пурне те хавхалантару парнисем пачĕç.

Уçланкăра спортпа туслăх уявĕ чылай вăхăтах тăсăлчĕ. Тепĕр пайĕнче журналистсемпе полиграфистсем хăйсен ĕç опычĕпе паллашрĕç, малашлăх плансене сỹтсе яврĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 сентября 2006
00:00
Поделиться