Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăван ялăм, савнă ял Нăрваш Шăхаль

Нăрваш Шăхаль ялĕ Апăрша шывĕн икĕ енĕпе вырнаçнă. 360 хуçалăхра 1225 çын пурăнать. Вăтам шкул, культура çурчĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, библиотека, 4 магазин, пекарня, стадион пур.

"Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕ, фермерпа хресчен хуçалăхĕсем, уйрăм предпринимательсем ĕçлеççĕ.

Вĕсем - ял мухтавĕ

Ялтан тухнă паллă çынсем йышлă. Владимирпа Клара Чекушкинсем, Раиса Сарпипе Альбина Любимова поэтессăсем, Анатолий Николаев спорт тренерĕ, Ирина Ягупова (Калентьева), Анатолий Савельев, Валерий Мулендеев, Николай Николаев, Иван Калля спортсменсем. Вĕсемпе ял-йыш мухтанать, мăнаçланать.

Хуçи мĕнле - хуçалăхĕ çапла

"Труд" ял хуçалăх предприятийĕ районти çирĕп хуçалăхсенчен пĕри. Унăн акăнакан çĕрĕсем çеç 1550 гектар. Унсăр пуçне вăл "Дуслык" хуçалăхăн 226 гектарне, "Имарăн" 310 гектарне, "Новая Силаран" 144 гектарне арендăна илсе акса-лартса тăрать.

Мĕн пурĕ 14 автомашина, 10 комбайн, тĕрлĕ маркăллă 33 трактор пур. Хуçалăхра 452 пуç ĕне-выльăх, вăл шутра 160 сăвакан ĕне, 968 пуç сысна. 230 ĕçчен тăрăшать, вăтам ĕç укçи 1685 тенкĕпе танлашать.

Хуçалăх ертỹçи Н.Михайлов пуçаруллă пулнăран кунта ĕç вĕресе çеç тăрать.

Çулне кура мар патвар

Арçынсенчен чи ватти - Василий Егорович Яковлев. Вăл 91 çулта. Патăрьелĕнчи педтехникумран вĕренсе тухнă. Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă. Ун хыççăн 30 çул шкулта ачасене вĕрентнĕ. Чи малтанхи фотограф, художник, сăвăç, 3 кĕнеке кăларнă, Раççей писательсен союзĕн членĕ. Мăшăрĕпе 7 ача çуратса ỹстернĕ. Икĕ хĕрĕ - Раиса Сарпипе Альбина Юрату поэт-журналист.

Василий Егорович ăста пахчаçă, хурт-хăмăрçă.

Хĕрарăмсенчен чи асли Акулина Алексеевна Шалтынова, 98 çулта.

 Ĕçпе юрă юнашар

Вырма вăхăтĕнче культура ĕçченĕсем те канăçĕсене çухатрĕç. В.Алексеева, Г.Айкина библиотекарьсем пуçарнипе агитбригада йĕркелерĕç, икĕ ялта та концерт кăтартрĕç. Ку тĕлĕшпе вĕсене Шупашкарта пурăнакан ентешĕмĕр - Светлана Анатольевна Фролова музыкант пулăшрĕ. Яла канма килнĕскер, çак ĕçе хаваспах туса пычĕ.

 Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесшĕн

Хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредит уйăрса парасси çинчен Указ тухнă хыççăн чылай çемье укçа-тенкĕллĕ пулчĕ. Юрийпа Галина Григорьевсем тата ыттисем те сыснасем ĕçчетме хушма хуралтăсем туса лартрĕç, ăратлă çурасем, выльăх апачĕ туянчĕç. Халĕ Григорьевсем 80 сысна самăртаççĕ. Килте хур нумай усраса инкубаторпа чĕп кăларса хушма тупăш кураççĕ.

Çак меслетпех Валерий Николаев çемйи 53 пуç, Юрий Кошкин - 40, Николайпа Клавдия Михайловсем 25 сысна усраççĕ. Валерийпе Александр Николаевсем, Николай Чебуков, Селивестр Шалтынов ял хуçалăх культурисем çитĕнтереççĕ.

Чĕрĕк ĕмĕр-- магазинта

Альбина Филиппова ялти магазинта ĕçлеме пуçлани чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ. Плана яланах ирттерсе тултарать, куллен 2-3 пинлĕх сутать. Тавар туянакансен ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшать, ассортимент пуян. Кăçал магазина тул енчен сăрласа илемлетрĕ, умне решетке тыттарчĕ. Килес çул евроюсав тутарасшăн.

Вĕсем кунта çунат сарнă

 Петр Григорьевич Яковлев Мускаври патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ. Чылай çул Шурут больницинче ĕçленĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ. Степан Владимирович Ульянов медицина полковникĕ таран ỹснĕ. Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче Саратоври çар госпиталĕнче вăй хунă, унтах çĕре кĕнĕ. Василий Павлович Федотов Мускаври авиаци институтĕнчен вĕренсе тухнă, инженер подполковнике çитнĕ, çар академийĕнче вĕрентнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 сентября 2006
00:00
Поделиться