Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Шăнкăртам вулавĕсем"

Çак проектпа килĕшỹллĕн, Шăнкăртамра "Вĕрентỹ, культура, спорт тата ăс-хакăл çутлăхĕ" ятпа конференци иртрĕ. Ăна Чăваш Республикинчи Мăсăльман тĕнĕн управленийĕ йĕркеленĕ. Конференци вырăнне ахальтен Патăрьел районне суйласа илмен. Пирĕн район нумай нациллĕ тата нумай конфессиллĕ. Çичĕ ялта пĕтĕмпех тутарсем пурăнаççĕ, тепĕр 3 чăваш ялĕнче те пур вĕсем. Районти халăхăн 23,1 проценчĕ - тутарсем. Пурĕ 14 мечĕт, Шăнкăртамра Чăваш Республикинчи Мăсăльман тĕн управленийĕ вырнаçнă.

Конференци темипе Тĕн управленийĕн Председателĕ Альбир Крганов доклад турĕ. Район пуçлăхĕ Н.Глухов социаллă-экономикăллă аталану мĕнле шайра тăнипе паллаштарчĕ.

Конференцире хăйсен ĕç опычĕпе чылай педагогсем, тĕрлĕ регионсенчи тутар диаспорин представителĕсем паллаштарчĕç.

Конференци ĕçне ЧР Патшалăх Канашĕн Комитет председателĕ Е.Сергеева, ЧР Культура министрĕн çумĕ М.Краснов, Введени кафедра соборĕн священникĕ Владимир атте тата ытти официаллă çынсем хутшăннă. Пленарлă лару хыççăн секцисенче ĕçе малалла тăснă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 сентября 2006
00:00
Поделиться