Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Николай Федоров -Патăрьел районĕнче

Виçĕм кун Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров Патăрьел районĕнче пулчĕ. Ĕçлĕ çỹрев вăхăтĕнче вăл автомобиль çулĕсем тăвассине вĕçлес пирки кăларнă Указ мĕнле пурнăçланса пынипе кăсăкланчĕ. Малтанах "Турхан-Хурама Твар" çул тунă çĕре çитсе курчĕ. Унăн тăршшĕ - 6,83 километр. Строительство подрядчикĕсем - "Шыгырданы" тата "ДПМК "Батыревская" тулли мар яваплă пĕрлешỹсем. Объекта кăçал ĕçе яма палăртнă.

Президентăн Указĕпе Патăрьел районĕнче 45,8 километр çул тумалла, вăл шутра 30-а яхăн километрне - 2007 çулта. Хальхи вăхăтра проектпа смета документацийĕсене çĕнĕрен тĕрĕслеççĕ, Люля поселокне каймалли çулăн проектне хатĕрлеççĕ. Пĕрлехи çул сечĕпе Ульяновка, Ясная Поляна, Хурама Твар поселокĕсем тата Çĕнĕ Чепкаспа Тури Чакă ялĕсем çыхăнман-ха.

Н.Федоров Президент ĕç режимĕпе, строительство организацийĕсен пурлăхпа техника никĕсĕпе кăсăкланнă, çул тăвакан ялсенчи тирпей-илем пирки сĕнỹсем панă.

Николай Федоровпа район пуçлăхĕ Николай Глухов районăн социаллă-экономикăллă аталанăвне, федераллă тата республика шайĕнчи программăсене пурнăçланине тишкерсе тухнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 сентября 2006
00:00
Поделиться