Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш Ен командине пулăшрĕç

 

Удмурти тĕп хулинче Ижевскра пысăк спорт уявĕ - Пĕтĕм Раççейри VI ялти вăйăсем иртрĕç. Унта Раççейри регионсенчен 71 команда, 3 пин ытла çын хутшăнчĕ. Ăна уçнă çĕрте Раççей Президенчĕ Владимир Путин пулчĕ, вăйăсене хутшăнакансемпе хăнасене ăшшăн саламларĕ.

Çав пысăк ăмăртура Чăваш Республикин чысне 38 спортсмен хỹтĕлерĕ, спортăн тĕрлĕ енĕсенче тупăшрĕ. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче пирĕн районтан улттăн пулчĕç. Кунта хутшăнни вĕсемшĕн пысăк уяв та, чыс та.

Патăрьел район спортсменĕсем хăйсен спорт енĕсенче лайăх кăтартусем турĕç, саккăрмĕш вырăнсенчен чакмарĕç. Çапла вара Чăваш Республикин командине паха очкосем пухса парса пулăшрĕç. Çакна команда представителĕ А.Осипов та тивĕçлĕ хак пачĕ.

Владимир Фомин (Ç.Ахпỹрт) ирĕклĕ майпа кĕрешсе хăйĕн виçинче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Армспорт енĕпе Ильфак Алеев (К.Камыш), ачасен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ, çиччĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Спортăн çак енĕпех Надежда Михайлова (В.Шăхаль) пиллĕкмĕш вырăнта, Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкулта вĕренекен Алсу Алеева 32 çын хушшинче саккăрмĕш вырăнта.

Городкилле выляссипе Геннадий Елкин (Патăрьел, шкул-интернат) 40 çын хушшинче çиччĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Альфир Файзуллин (Х.Пикшик) армспорт енĕпе тăххăрмĕш вырăнта. Вăл çавăн пекех вĕрен туртса ăмăртма та хутшăнчĕ. Ку енĕпе республика команди виççĕмĕш вырăна тухрĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 сентября 2006
00:00
Поделиться