Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Из опыта работы учителя чувашского языка и литературы, удостоенной премии Президента Российской Федерации

 

    2 учителя Батыревского района удостоены премии Президента Российской Федерации: Г.Абейдуллова- учительница татарского языка и литературы Шыгырданской средней общеобразовательной школы и Мария Табакова- учительница чувашского языка и литературы Тойсинского центра образования.

Вот что пишет в районной газете «Авангард» методист отдела образования администрации Батыревского района Валентина Алексеева, обобщая опыт работы  М.З.Табаковой :

"Мария Зиновьевна Табакова çирĕм çичĕ çул вĕрентет вăл ачасене çак шкулта. Ĕç кĕнекинче те ĕçе илни çинчен калакан страницăра çырса хуни те пĕрре кăна унăн. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май ачасене чăвашла таса та тĕрĕс калаçма вĕрентнисĕр пуçне, халăхăмăрăн авалхи тата паянхи историне, культурине лайăх пĕлччĕр, вĕсенче чăн чăваш чунлĕ ачасем çитĕнччĕр, паянхи пурнăç ыйтнă пек пурăнма вĕренччĕр, хастар та хăюллă пулччăр тесе уйрăмах вăй хурса ĕçлет. Пурнăçпа тан утать, çĕнĕлле шухăшлать, инноваци культурине пурнăçа кĕртес енĕпе те нумай вăй хурать. Вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатас ĕçре яланах аталанса пыракан информаци технологийĕпе усă курать. Ку пĕлỹ хальхи вăхăтра пурне те кирлĕ: компьютер пулăшнипе Мария Зиновьевна урока хатĕрленет, ачасен пĕлĕвне те компьютерпах тĕрĕслет, çĕнĕ программа та хатĕрлет. Компьюторĕ те унăн кабинетĕнчех ларать. Çакăн пек тăрăшса ĕçленипех вăл Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ ята тивĕçрĕ. Çакăнта ман Туçари вĕрентỹ центрĕнче учительсем чылайăшĕ çакăн пек маттур ĕçлени çинчен те каласа хăварас килет. Ку вăл шкул администацийĕ хăйĕн ĕçне пĕлсе йĕркелесе пынинчен те килет. Ахальтен мар вĕрентỹ центрĕ те шкул-миллионер пулса тăма пултарчĕ. Мария Зиновьевна хăйĕн творчество отчетĕнче шкулта факультатив сехечĕсемпе вырăнлă усă курса районти, республикăри олимпиадăсенче çитĕнỹ туни çинче те чарăнса тăчĕ. Уйрăмах çак шкулта чăваш чĕлхине килĕштерекенсен йышĕ те пысăк. Лайăххисенчен те лайăххи пулма, паллах, çăмăл мар. Пĕлĕве ỹстересси, çĕнĕлĕхсене алла илсе малалла аталанса пырасси - учителĕн тивĕçĕ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕ тăрăх Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политики министерстви те нумай ĕç тăвать, çавна май эпир те хамăр умма пысăк тĕллевсем тăрататпăр. Малта пыракан технологисемпе усă курса вĕрентсе ачасене тата ытларах аталантаратпăр. Ахальтен мар хамăр Республика Президенчĕ Н.В. Федоровăн стратегиллĕ тĕллевĕсенчен пĕри - чăваш ялне чĕртсе тăратасси. Хамăр вĕрентнĕ ачасем пысăк специалистсем пулса, тăван яла таврăнса, унăн пуласлăхне аталантаракансем пулччăр тесен, пирĕн те нумай ĕçлемелле. Çакна тума пирĕн мĕн пур майсем пур. Хальхи вăхăтра тăван чĕлхемĕр те аталанса пырать. Вĕренỹ кĕнекисем, методика кăтартăвĕсем, дидактика материалĕсем çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Электронлă вĕренỹ пособийĕсем хатĕрлени вара тата та аван. Мария Зиновьевнăна ĕçтешĕсем унăн ĕç опытне "Халăх шкулĕ" журналта пичетлеме сĕнеççĕ Ыттисем те çак опытма усă курччер тесе."

"Мария Зиновьевна Табакова çирĕм çичĕ çул вĕрентет вăл ачасене çак шкулта. Ĕç кĕнекинче те ĕçе илни çинчен калакан страницăра çырса хуни те пĕрре кăна унăн. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май ачасене чăвашла таса та тĕрĕс калаçма вĕрентнисĕр пуçне, халăхăмăрăн авалхи тата паянхи историне, культурине лайăх пĕлччĕр, вĕсенче чăн чăваш чунлĕ ачасем çитĕнччĕр, паянхи пурнăç ыйтнă пек пурăнма вĕренччĕр, хастар та хăюллă пулччăр тесе уйрăмах вăй хурса ĕçлет. Пурнăçпа тан утать, çĕнĕлле шухăшлать, инноваци культурине пурнăçа кĕртес енĕпе те нумай вăй хурать. Вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатас ĕçре яланах аталанса пыракан информаци технологийĕпе усă курать. Ку пĕлỹ хальхи вăхăтра пурне те кирлĕ: компьютер пулăшнипе Мария Зиновьевна урока хатĕрленет, ачасен пĕлĕвне те компьютерпах тĕрĕслет, çĕнĕ программа та хатĕрлет. Компьюторĕ те унăн кабинетĕнчех ларать. Çакăн пек тăрăшса ĕçленипех вăл Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ ята тивĕçрĕ. Çакăнта ман Туçари вĕрентỹ центрĕнче учительсем чылайăшĕ çакăн пек маттур ĕçлени çинчен те каласа хăварас килет. Ку вăл шкул администацийĕ хăйĕн ĕçне пĕлсе йĕркелесе пынинчен те килет. Ахальтен мар вĕрентỹ центрĕ те шкул-миллионер пулса тăма пултарчĕ."



15 сентября 2006
00:00
Поделиться