Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кунта ачасене кичем мар

Ишлĕри "Хĕрлĕ палан" ача сачĕ 1989 çулта уçăлчĕ. Çакă ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк савăнăç пулчĕ. Унта чи малтан çỹреме пуçланă пепкесем тахçанах ỹссе тухса кайнă ĕнтĕ. Халĕ кунта икĕ ушкăн: аслисем, кĕçĕннисем. Вĕсемпе вун пĕрĕн ĕçлетпĕр. Н.Краснова ертсе пынипе хамăр тивĕçе, яваплăха туйса пурнăçласа пыратпăр. Пĕлтĕр аслăрах ачасен ушкăнĕнчи урайне линолеум сартăмăр, стенана, маччана, чỹречесене сăрларăмăр. Çулла çăвĕпех газ котельнăйне реконструкциленĕ çĕрте тăрăшрăмăр.

Ача сачĕпе шкула газ ячĕç. Çакна тума пире район пуçлăхĕ Н.Глухов, вĕрентỹ пайĕн ертỹçи Н.Маллина нумай пулăшрĕç. Ача садне пепкесем кăмăлтан çỹреççĕ. Вĕсем кунне 3 хутчен паха та техĕмлĕ апат çиеççĕ. Воспитательсем тĕрлĕрен занятисем, конкурссем ирттереççĕ. Мероприятисене ашшĕ-амăшне те хутшăнтараççĕ. Çулла пурте пĕрле вăрмана похода кайса килчĕç. Вылямалли, çывăрмалли пỹлĕмсенче тирпейлĕ, ăшă, илемлĕ. Пĕрне-пĕри ăнланса ĕçленĕрен микроклимат та лайăх. Ачасем çывăрнă вăхăтра вĕсем валли çемçе теттесем çĕлетпĕр. Материалне ашшĕ-амăшĕ илсе килет. Вылямалли кĕтес валли тĕрĕсем те тĕрлесе пачĕç.

Кăçал хамăр вăйпа кĕçĕн ушкăнри пỹлĕм урайĕн линолеумне улăштартăмăр. Шалта та, тулта та хитре чечексем ỹстеретпĕр.

Шкулсемпе ача сачĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленине тĕрĕслекен комисси те пирĕн ĕçе аван хак парса хăварчĕ. Çакă пире тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.

Паянхи куна ача садне Пăлапуç Нурăсĕнчен те çỹреççĕ. Асфальтлă çула туса пĕтерсен Ульяновкăран та килме пуçлĕç.

Ыррине шанса, мал ĕмĕтсемпе пурăнатпăр. Ача çуратакансен хисепĕ ỹссен татах та савăнатпăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 сентября 2006
00:00
Поделиться