Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йỹçĕ, йỹçĕ, - кăшкăраççĕ мăнуксем. Сывлăхпа телей сунаççĕ ачисем

 Шăнкăртамри Аюповсен çурчĕ паян хурт-хăмăр вĕллине аса илтерет. Загдетбану Файзулловнăпа Шакир Багаутдиновичăн ывăлĕсемпе хĕрĕсем, кинĕсемпе кĕрỹшĕсем, мăнукĕсем, вĕсен ачисем пыл хурчĕсем пекех сĕрлеççĕ. Пỹртрен тухакан тутлă апат-çимĕç шăрши урамах сарăлнă. Сăмаварĕсем чăшлатса çеç лараççĕ.

Паян пысăк уяв - бриллиант туй. Ашшĕпе амăшĕ пĕр çемье чăмăртанăранпа 60 çул çитнĕ. Загдетбану аппапа Шакир абы хăйсене паян темиçе çул çамрăкланнăн туяççĕ. Вĕсен пичĕ-куçĕ савăнăçлăн çиçет, чĕри кăлт та кăлт тапать. Çав вăхăтрах иккĕшĕ те шухăш авăрне путни те сисĕнет. Ара, ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă утса каçасси мар-çке. Унăн çыранĕсем анлă та тарăн. Тем те курнă, тем те тỹснĕ. Çамрăклăхĕ вăр-çă çулĕсенче иртнĕрен йывăрлăхсем сахалах пулмарĕç çав. Загдетбану та ултă класс вĕренсенех ачалăхпа сыв пуллашса колхоз ĕçне кỹлĕнчĕ. Аслисемпе танах çум çумларĕ, утă-улăм пуçтарчĕ, йĕтем çинче молотилкăпа тырă çапнă чухне кĕлте сĕтĕрчĕ. Вун улттăрах, амăшĕ вырăнне тесе, окоп чавма ячĕç. Вăрман касма та, турттарма та тиврĕ. Каярахпа хĕре звеньевой туса хучĕç. Яваплăх татах та ỹсрĕ _-унăн аллинче миçе хĕрарăм!

Патăрьелĕнчи çĕвĕ мастерскойĕнче 3 çул çĕвĕçре ĕçленине мĕнле манăн-ха тата? Кирек ăçта пулсан та Загдетбану хастарлăхпа палăрчĕ. Амăшĕпе çеç пурăннăран мĕн пур савăнăçне, хуйхи-суйхине унпа пайлатчĕ. Минибиян аппа хĕрĕшĕн хĕпĕртетчĕ. Чипер те маттур хĕре пĕр урамрах пурăнакан Шакир Аюпов куç хыврĕ, чылай чупрĕ ун хыççăн, алран вĕçертмерĕ.

-Икĕ хут вăрлама тиврĕ вĕт. Пĕринче тарчĕ. Тепринче пурпĕр арăм турăмах, _-çамрăк чухнехи евĕр йăл! кулса аса илчĕ Шакир Багаутдинович.

Çапла, 1946 çулхи сентябрь уйăхĕнче Багаутдинпа Махмидиган Аюповсен килĕнче туй кĕрленĕ. Шакир мăшăрне - çĕнĕ кине пысăк çемьере ăшшăн йышăннă. Ачи-пăчи йышлă пулнă: çичĕ хĕрпе икĕ ывăл çитĕннĕ.

-Загдетбану, эпир те аттепе аннерен кая юлмăпăр, йышлă ача-пăча пулĕ пирĕн, - шỹтленĕ Шакир.

Шакир абын та аса илмелли темĕн чухлех. Çемьере ача-пăча йышлăран вĕренме кирлĕ меслетсем те пулман. Çапах çамрăк пĕлỹшĕн çуннă. Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухсан ялти шкул çунса кайнă. Шакир вара амăшĕнчен вăрттăн Канаша механизаторсен курсне кайса кĕнĕ. Лайăх паллăсемлĕ дипломпа таврăннă яла. Колхозра çамрăка тỹрех трактор çине лартнă. Хуçалăхăн анлă уйĕсенче суха тунă вăл, пысăк ĕмĕтсемпе çунатланнă.

Анчах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи унăн "çуначĕсене" лăштăрах уснă. Каччăна Мускаври çар заводне ĕçлеме янă. Вăрçă хирĕнче тăшмана хирĕç алла хĕç-пăшал тытса нумай çапăçма тивмен ăна. Шакир тыткăна лекнĕ. Виçĕ çул çурă унта ирттернĕ. Вăрçă чарăннă хыççăн 1945 çулхи кĕркунне тăван яла çаврăнса çитнĕ.

Юратнă ĕçсĕр тунсăхласа çитнĕ алăсем трактор патнех туртăннă. Çĕрне-кунне пăхмасăр, ывăннине пĕлмесĕр тенĕ пек ака-суха тунă, вăрман турттарнă. Обществăлла ĕçсенчен те пăрăнман. Ревизи комиссийĕн, халăх контроль группин членĕ пулнă май тĕрлĕрен тĕрĕслевсене хутшăннă. Ял Совет депутатне те суйланă ăна. 1973 çулхи социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи, "Чăваш АССР чи лайăх механизаторĕ", "Хисеплĕ колхозник" ятсене тивĕçнĕ. 40 çула яхăн вăй хунă, яланах малта пынă тракториста нумай хутчен Хисеп грамотипе, Тав хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.

Мăшăрне панă сăмаха та çирĕп тытнă вăл, иккĕшĕ 8 ача çуратса ỹстернĕ, вĕсене вĕрентсе тăван йăваран инçе-инçе вĕçтернĕ. Тăватă хĕр те тăватă ывăл Аюповсен. Талгат Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă Мари Элра пурăнать. Рузания - предприниматель. Асхат ЧПУн электромеханика факультетне пĕтернĕ, Шупашкарта тĕпленнĕ. Эльфия Хусан университечĕн экономика факультетĕнче вĕреннĕ, диплом илнĕ хыççăн 2 çул унта ĕçленĕ, халь ялта предприниматель. Фаргат Хусанти ял хуçалăх академине пĕтернĕ, зоотехник. Камария Ульяновскри кĕнеке техникумĕнче вĕреннĕ, товаровед. Халь предприниматель, Гельсине ЧПУ медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă, кардиолог. Фарид - инженер-строитель. Ульяновскра хăйĕн строительство фирми пур, экономика наукисен кандидачĕ, кĕпĕрнатăр канашçи. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă.

Загдетбану Файзулловнапа Шакир Багаутдиновичăн ырă кăмăлĕ, чун ăшшийĕ иксĕлми. Иккĕшĕн амăшне те пĕр пек пăхнă вĕсем. Загдетбану аппа хунямăшĕпе 34 çул пĕрле килĕштерсе пурăннă, вăл 96 çула çитсен çĕре кĕнĕ.

Загдетбану аппапа Шакир абын 23 мăнукпа, мăнукĕсен 7 ачи. Паян ватăсем тăван килте мăнукĕпе Айратпа, Талгат ывăлĕн ачипе, пĕрле пурăнаççĕ. Вăл та инженер-строитель, Патăрьелĕнчи МСОра прорабра вăй хурать. Çемьеллĕ, пĕчĕк хĕрĕ ỹсет.

Аюповсен ачисем ашшĕ-амăшне питĕ хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Акă, бриллиант туя та мĕн пур ĕçе пăрахса, 8 çĕртен 8 çулпа килсе çитрĕç. Мĕн чухлĕ ăшă сăмах каларĕç, чĕрĕ чечексем, хаклă парнесем пачĕç, вĕсене савса юрăсем шăрантарчĕç. Загдетбану аппапа Шакир абы куçĕсенчен савăнăç куççулĕ шăпăртатрĕ. Çĕр çинче ачасем, мăнуксем çапла чысланинчен хакли тата мĕнех пур-ши?



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 сентября 2006
00:00
Поделиться