Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аслă Чемен шкулĕнче: концертсемпе савăнтарчĕç

 Шкул коллективĕ пуçарнипе кăçал, çуллахи вăхăтра, урам отрячĕсем йĕркелерĕç. Вĕсем ял халăхне концертсемпе савăнтарчĕç. "Садовая" урамри ачасемпе студентсем лартнă концерт çинчен "Авангардра" çырнăччĕ ĕнтĕ. Аслă Чементи "Кооперативная", "Подлесная", "Молодежная", Тури Чакăри "Центральная" урамсенче ачасен пултарулăхне курма ытти урамсенчен те, ĕç вăхăтне пăхмасăр ял-йыш йышлăн пуçтарăнчĕ. М.Медведева, А.Семенова вĕрентекенсем, Л.Дубинина, А.Ефремова, Н.Зотова вĕренекенсем ертсе пынипе ачасем пурне те кăмăла каймалла нумай-нумай номер кăтартрĕç, сăвви-юррине ачалăха, Тăван çĕр-шыва, аннене халалларĕç. Концертсенче уйрăмах О.Бахмисова, М.Химетова, В.Романова, В.Михайлова, Л.Чернова, А.Макарова, Р.Дубинина, Е.Албуткина, А.Михайлова, Е.Семенова хастар пулчĕç, чăваш, хальхи, хĕвелтухăç ташшисемпе, тĕрлĕрен шỹтсемпе куракансене тыткăнларĕç. Пĕчĕк артистсене курса ларакансем чечексемпе, канихветпе хавхалантарчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 сентября 2006
00:00
Поделиться