Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аслă Чемен шкулĕнче: каникул иртнине сисмерĕмĕр

Шкул директорĕ Л.Иванова каникул вăхăтĕнче ĕçлеме сĕнсен хирĕçлемерĕмĕр. 25 ача пĕр ушкăна пĕрлешсе хаваспах пуçăнтăмăр. Шкул участокне, урамсене тĕрлĕ çỹп-çапран тасатрăмăр, йывăçсем лартрăмăр, тирпейлерĕмĕр. Çапла эпир 18 кун хушшинче 480 тенкĕ ĕçлесе илтĕмĕр. Çакăншăн питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Кашни вак-тĕвекшĕн атте-анне кĕсйине кĕме аванах мар-çке. Ку укçапа шкула каймалли япаласем туянтăмăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 сентября 2006
00:00
Поделиться