Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта - Раççей ял хуçалăх министерствин представителĕ

 Сентябрĕн 6-мĕшĕнче пирĕн районта Раççейри ял хуçалăх министерствин агроаталану департаменчĕн ял территорийĕсен аталанăвĕн пайĕн начальникĕ В.Елисеев пулчĕ. Вăл Шупашкара çитнĕ хыççăнах Юхмапа Пăла тăрăхне килсе курма палăртнă. Чăн малтан Мускав хăни район администрацийĕн залĕнче район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе тата администрацин агропромышленность предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай специалисчĕсемпе тĕл пулчĕ, ял хуçалăхне аталантарас пирки йышăннă наци проектне епле пурнăçласа пынипе, ку енĕпе умра тăракан задачăсемпе паллаштарчĕ. Тĕл пулăва район пуçлăхĕ Н.Глухов йĕркелесе пычĕ.

Ун хыççăн Патăрьелĕнче ялăн социаллă аталанăвĕн тата Чăваш Республикинче çурт-йĕр тума ипотека кредичĕ памалли программăсемпе килĕшỹллĕн тăвакан Маркиданов çемйин çурчĕпе, Турхан ялĕнче приоритетлă "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектне пурнăçласа ялти çамрăк специалистсене хаклă мар çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе Андреевсем тăвакан çуртпа паллашрĕ. Çавăн пекех В.Елисеев Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула тата Первомайскинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне кĕрсе курчĕ, ялти социаллă объектсен ĕçĕ-хĕлне сăнарĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 сентября 2006
00:00
Поделиться