Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Генерала юбилейпа саламланă

 Хальхи вăхăтра пирĕн районтан тухса генерала çитнĕ çынсенчен пурăнаканни - Ильдус Нуретдинович Камалов. Вăл Кзыл Чишмара ỹссе çитĕннĕ, Патăрьелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çак кунсенче вăл 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Мускавра пурăнакан ентеше район пуçлăхĕ Н.Глухов ятарласа килне шăнкăравласа паллă менельник ячĕпе саламланă, ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр суннă, пĕрлех ăшă сăмахсем çырнă телеграмма янă.

 Ильдус Нуретдинович вăтам шкула ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн, çыхăну çар училищине çул тытнă. Каярахпа çак енĕпех академи пĕтернĕ. Унтан вара Урал, Çĕпĕр, Çурçĕр, Ленинград, Мускав çар округĕсенче службăра тăнă, пур çĕрте те ырă енчен палăрса тăнă, çар картлашкипе те çỹлелле хăпарса пынă. 1967 çулта ăна Мускава илсе килнĕ. СССР хĕçпăшаллă вăйĕсен Генеральнăй штабĕнче çыхăну ыйтăвĕсемпе вăй хунă, СССР хỹтĕлев министерствинче ĕçленĕ. 1986 çулта Чернобыльте атомлă электростанци сирпĕнсен, ăна правительство заданине пурнăçлама çак хăрушă вырăна янă. Кунта та вăл хăйĕн сывлăхне хĕрхенмесĕр яваплă ĕçсене туса пынă. 10 çул каялла Ильдус абый генерал-майор чинĕпе отставкăна тухнă. Апла пулин те унтанпа пĕрре те алă усса ларман. Чылай çул ĕнтĕ вăл Чернобыль аварине сирсе ярса инвалида тухнă çынсен Мускав хулинчи "Союз-Чернобыль" обществăлла организацине ертсе пырать, чернобылецсен прависене хỹтĕлес ĕçе хастар хутшăнать. Унран канаш ыйтма ахаль салтакран пуçласа генерал-полковник таранах килсе çỹреççĕ.

Янташ тăван тавралăха та манмасть. Пĕлтĕр çулла вăл Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулăн юбилейне килсе кайрĕ, пĕрле вĕреннĕ тусĕсемпе курса калаçрĕ, çамрăклăхне аса илчĕ. Паянхи кунчченех асăннă шкулта ĕмĕрĕпе библиотекарьте ĕçлесе пенсине тухнă Валентина Валерьяновна Ярзутовăпа-Николаевăпа тачă çыхăну тытать, район хыпарĕсемпе интересленет.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 сентября 2006
00:00
Поделиться