Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентеше Патăрьел тĕлĕнтернĕ

Юрий Владимирович Владимиров  техника наукисен кандидачĕ. Кивĕ Катекре çуралса ỹснĕ. 1938 çулта -Патăрьелĕнче шкула "пиллĕк" паллăсемпе çеç пĕтернĕ. Унпа пĕрле вĕреннисем хушшинче - Патăрьел райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă В.С.Тимошев, Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ А.П.Табаков тата ытти те. Ю.В.Владимиров халĕ 85 çулта. Тивĕçлĕ канăва Мускаври Хура металлурги наука-тĕпчев институтĕнчен кайнă, 220 ытла наука ĕçĕн авторĕ. Чылай ют çĕршывсене çитсе курнă, паха опытпа паллашнă.

Çак кунсенче ентеш тăван çĕр-шывĕнче - Патăрьелĕнче пулчĕ. Малтанах Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулăн çĕнĕ çурчĕпе паллашрĕ. Унтан район центрĕн урамĕсене курса çỹрерĕ. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ вăл

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ район малалла аталаннипе питех те кăмăллă юлчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 сентября 2006
00:00
Поделиться