Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентме куллен вĕренмелле

 Августăн 29-мĕшĕнче районти Культура керменĕнче районти педагогика ĕçченĕсен йăлана кĕнĕ августри канашлăвĕ Иртрĕ. Унта район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ Н.С.Маллина Наци проекчĕ вĕрентỹ пахалăхне, Чăваш Енĕн ăс-хакăл хăватне мĕнле витĕм кỹни пирки доклад туса пачĕ.

 Наци проекчĕ вĕрентỹ тытăмне çĕнĕлĕх нумай илсе килчĕ. Пирĕн республикăра вăл хăш-пĕр регионсемпе танлаштарсан чылай ăнăçлăрах пурнăçланса пырать. "Вĕрентỹ" наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен чылайăшне пирĕн республикăра, районта та ăна йышăничченех пурнăçланă. Çав шутра - вĕрентỹ учрежденийĕсене çĕнетсе улăштарни, Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ, шкулсене информатизацилени, попечительсен канашĕсем йĕркелени, лайăх шкулсемпе пултаруллă педагогсене пулăшни. Ку ĕçре пур шайри власть килĕшỹллĕ ĕçлени, бизнес-тытăмсем, общественность, вăйлă учительсемпе шкулсем ырă витĕм кỹнĕ. 1996 çултах республикăра "Çĕнĕ шкул" Президент программине йышăннă. Экономикăн тĕрлĕ сферисенче, наука ĕç-хĕлĕнче, бизнес-проектсенче палăрнă çамрăксене ЧР Президенчĕн премийĕсемпе стипендийĕсемпе хавхалантарнă. Район пуçлăхĕ те çулленех чи-чи маттур ачасене хăйĕн стипендийĕпе чыслать.

Юлашки çулсенче вĕрентỹ çине тата та вăйлăрах пăхма тытăнчĕç. 2006 çулта район бюджетĕнчен вĕрентỹ валли, 2001 çулхипе танлаштарсан, 3,6 хут ытларах укçа-тенкĕ уйăрнă, 47 процента çитнĕ. Шкулсене, ача сачĕсене газпа ăшăтас ыйтăва татса панă (3 шкул çеç юлнă). Вĕрентỹре те çĕнĕлĕхсем чылай. Информаципе методика, диагностика, консультаци, çĕнĕлĕх технологийĕн центрĕсем йĕркеленĕ. Паян шкулта дефектолог та, психолог та, логопед та, социаллă педагог та, юрист та пур. Районта 9 база шкулĕ тата 3 вĕренỹ центрĕ туса хунă. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 34 шкул, 15 ача сачĕ, хушма пĕлỹ паракан 3 учреждени çĕнĕ вĕренỹ çулне лайăх хатĕрленсе кĕтсе илчĕç. Ачасене паха пĕлỹ илме пĕр тан майсем туса парассипе те тĕллевлĕ ĕçленĕ. Çĕнĕ Ахпỹртри вăтам шкултан пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул, Тăрăнти тĕп шкултан пуçламăш шкул, Тутар Тимешĕнчи пуçламăш шкула Анат Туçа шкулĕн филиалĕ туса хунă, Анат Туçари ача садне шкулпа пĕрлештернĕ. Шкулсенчен 6232 ача вĕренсе тухнă, 554-шĕ аттестат илнĕ. 16 выпускник ылтăн, 18-шĕ кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Пуçламăш классенче - 143, вăтам тата аслă звеносенче 521 учитель вăй хурать. Юлашки пилĕк çулта 17 çĕнĕ учитель килнĕ, 4 нимĕç чĕлхи учителĕ иккĕмĕш специальность илнĕ, 5 учитель иккĕмĕш аслă пĕлỹ илет, 15 учитель, воспитатель, аслă вожатăй пĕлỹ шайне аслă вĕренỹ заведенийĕсенче ỹстерет. 110 педагог республикăри вĕрентỹ институтĕнче курссенче пулнă.

Çулсерен "Çулталăк учителĕ", "Вĕрентỹ процесне çĕнĕ педагогикăлла технологисем кĕртесси" конкурссем иртеççĕ. Çамрăк учительсене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе хавхалантараççĕ. 12 ĕçчен ссуда, ипотека кредичĕ тата каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатас ĕçре ялан аталанса пыракан информаци технологийĕсемпе туллин усă курмалли условисем туса хуни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкулсенче мĕн пурĕ 239 компьютер. 26 вĕренекене 1 компьютер тивет. 17 шкулăн интернет-страничка пур, 23-шĕ интернетпа çыхăнаççĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ ятарлă линипе. 466 вĕренекенĕн килте компьютер пур, 603 учитель компьютера алла илнĕ, 193-шĕ информаци-коммуникаци технологийĕсемпе усă курать. Ку пĕлỹ, чăн та, питĕ кирлĕ: компьютер пулăшнипе вĕрентекен урока хатĕрлеме, ачасен пĕлĕвне тĕрĕслеме, çĕнĕ программăсем йĕркелеме, интернета тухма, хăйĕн ĕç-хĕлне çав тери пуянлатма пулăшать.

Ачасене учебниксемпе тивĕçтересси те кирлĕ шайра. Кашни ир вĕренекенсене никĕс шкулĕсене çитерме 13 автобус çула тухать. Кĕçех тата иккĕ хутшăнать.

Вĕрентỹ системинче Патăрьелĕнчи 7-мĕш професси училищи те пысăк вырăн йышăнать. Унта тĕп шкул базипе - 5, вăтам шкул базипе 4 професси илме пулать. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче "пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен мастерĕ" специальность хутшăнать. Юлашки çулсенче кунта вĕренỹпе пурлăх базине çирĕплетессипе чылай ĕç тунă. ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕн Пĕлỹ çурчĕн бази çинче аслă шкула вĕренме кĕме хатĕрлекен центр ĕçлет. Иртнĕ вĕренỹ çулĕн выпуск-никĕсем пурте ЧПУна кĕнĕ. Кунтах Раççейри вĕрентỹ академийĕн чăн членĕн - Л.П.Кураков академикĕн наукăпа тĕпчев лабораторийĕ вырнаçнă. Иртнĕ çулта педагогсемпе вĕренекенсене пулăшас тĕллевпе Пĕлỹ çурчĕн библиотекине 1 миллион тенкĕлĕх методика пособийĕ туянса панă.

Ача сачĕсенче воспитанипе пĕлỹ процесне шкул çулне çитичченхисем комплексла программипе туса пыраççĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче "Ачалăх", "Эпĕ, эсĕ, эпир" программăсем кĕртеççĕ. Талантлă педагогсене тупса палăртас тĕллевпе "Чи лайăх воспитатель-2006" конкурс ирттернĕ. Çĕнтерỹçĕ ятне Алманчăри "Утмăлтурат" ача сачĕн воспитательници Л.Хадарова тивĕç пулнă. Патăрьелĕнчи "Утмăлтурат" ача садне çỹрекен Нина Андреева "Любознайка" конкурсра мала тухнă. Пĕчĕккисем республикăри "Малышиада", "Светофорик" конкурссенче те активлăх кăтартаççĕ. Кăнтăрти вĕренỹ округĕн центрĕ пулнă май районсем хушшинче те мероприятисем ирттерсех тăраççĕ. Çакăн пек семинарсенчен пĕри экологи темипе Первомайскинчи "Шуçăм" ача садĕнче пулнă. Пуçламăш классемпе ирттернĕ интеллектуаллă вăйăсен олимпиадинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Çĕньялти, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам, Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсем палăрнă. Наци шкулĕсене аталантарасси те тĕп вырăнта. 34 шкултан 26-нче чăвашла тата вырăсла, 7-нче тутарла тата вырăсла, пĕр шкулта вырăсла, 3 чăваш шкулĕнче тутар чĕлхи, пур тутар шкулĕсенче те чăваш сăмахĕ вĕрентеççĕ. Лайăххисенчен те лайăххи пулма, паллах, çăмăл мар. Туçари пĕлỹ центрĕнчи М.Табакова чăваш чĕлхипе литератури учительници тата Шăнкăртам вăтам шкулĕнчи Г.Абейдуллова тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Раççей Президенчĕн премине _ 100 пин тенкĕ тивĕç пулчĕç. Районти чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче Сăкăт, Турхан, Пăлапуç Пашьел, Туçа, Первомайски, Çĕньял, Нăрваш Шăхаль шкулĕсенче вĕренекенсем палăрчĕç. Тутар чĕлхипе литература олимпиадинче Ыхра Çырми, Шăнкăртам вăтам тата Шăнкăртамри пĕ-тĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсем çĕнтерчĕç. Г.Тимергалиева (Ыхра Çырми), З.Шакурова (Шăнкăртам) республикăри, регионсем хушшинчи олимпиадăсен призерĕсем. Г.Тимергалиева "Чувашия" фондăн ятлă стипендине тивĕçнĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам, Первомайскинчи, Туçари вĕрентỹ центрĕнчи, Турханти вăтам тата ытти хăш-пĕр шкулсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентессипе çĕнĕлле ĕçлеççĕ. Н.Кошелева (Аслă Чемен), Э.Карягина (Патăрьел 1-мĕш), Г.Владимирова "Проектсен меслечĕ" технологине ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн кăтартăвĕсем те никĕс шкулне вăйлатма уйăрнă укçа-тенке усăсăр тăкакламаннине çирĕплетеççĕ. 2006 çулта математикăпа 505 вĕренекен пĕрлехи экзамен тытнă. Пăлапуç Пашьел шкулĕн вĕренекенĕсен кăтартăвĕ чи пысăкки _ 3,7 балл. Шкулсем çĕнĕ оборудованисемпе пуянланаççĕ. Первомайски вĕрентỹ центрĕнче хими, ют чĕлхе, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта хими кабинечĕсене çĕнетнĕ, пуянлатнă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Нăрваш Шăхаль, Пăлапуç Пашьел, Туçа, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Çĕнĕ Ахпỹрт, Ыхра Çырми, Аслă Чемен шкулĕсенче вĕренекенсем районти математика, Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕн, Нăрваш Шăхаль шкулĕн вĕренекенĕсем республикăри историпе обществоведени олимпиадинче палăрнă. Раççей Федерацийĕн Министерствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн, р егионсенчи шкулсемпе пĕрле 2003-2004 вĕренỹ çулĕнчен пуçласах Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕ сăнава хутшăннă. Виçĕ çул хушши тăххăрмĕшсем профильлĕ программăпа вĕреннĕ. Тăххăрмĕш классенче ачасен пултарулăхне шута илме темиçе хутчен те ыйтăм ирттернĕ. 300 вĕренекен тĕрлĕ профильлĕ классенче вĕренме кăмăл тăвать. Район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн, çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче Алманчăри, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Турханти, Шăнкăртамри вăтам, Первомайскипе Туçари вĕрентỹ центрĕсенче профильлĕ классем уçăлаççĕ, 6 енлĕ профильпе вĕрентме пуçлаççĕ. Тепĕр кирлĕ ыйту вăл _ информаципе коммуникаци технологийĕ. 2002 çулта районта 63 компьютер пулнă, халĕ _ 239. 26 ачана 1 компьютер тивет, спутник антенни çиччĕ, мультимеди проекторĕ _ 4. Уйăрнă икĕ канал çыхăну хăвăртлăхне ỹстерет. Президент грантне тивĕç пулнă икĕ шкул 2 миллион тенкĕлĕх вĕрентỹ оборудованийĕ, кашни база шкулĕ мультимеди-проекторсем, кабинетсем валли пысăк суммăлăх оборудовани туяннă. Шкулсенче сывă ăру çитĕнтересси тĕп вырăнта. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче вĕренекенсем 6 тĕрлĕ спортпа Раççейри тата республикăри 34 ăмăртăва хутшăннă. Армспортпа, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе кăтартусем уйрăмах пысăк. Кунта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тỹпи пысăк. ЧР Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ спартакиадăра яллă районсем хушшинче район команди виççĕмĕш вырăн йышăннă. 81 вĕренекен Чăваш Республикин, 2-шĕ Атăлçи федераллă округ призерĕсемпе çĕнтерỹçĕсем пулнă, 3-шĕ Раççей кубокне çĕнсе илнĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх районта 22 тĕрлĕ енпе спартакиадăсем ирттернĕ. Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕнчен, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Нăрваш Шăхаль, Кзыл Чишма, Еншик, Именкасси шкулĕсем çĕнтернĕ. Талантлă, пуçаруллă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă педагогсене тупса палăртас тĕллевпе класс руководителĕсен конкурсне ирттернĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулти Н.Андреева çĕнтернĕ. Ачасемпе çамрăксен юхăмне тĕрĕс аталантарас тĕллевпе районта "Ачалăх планети" обществăлла организаци йĕркеленĕ, пĕрремĕш слет ирттернĕ, "Зарничная" уçланкăра Туслăх кăвайчĕ чĕртнĕ. Районта ашшĕ-амăшĕсен пухăвне ирттересси те йăлана кĕнĕ. Иртнĕ декабрьте вăл "Йывăр шăпаллă çемьери "йывăр ачасен" проблеми _ пĕрлехи проблема" темăпа пулнă. Кăçалхи çĕнĕ вĕренỹ çулне те педагогсен туслă йышĕ çĕнĕ ĕмĕтсемпе ачасене 21-мĕш ĕмĕрĕн тивĕçлĕ гражданĕсем пулма тата лайăхрах майсем туса парас тĕллевпе кĕтсе илет. Доклада сỹтсе явма Первомайскинчи вĕренỹ центрĕн директорĕ В.Чернышев, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти тутар чĕлхипе литература учительници Г.Абейдуллова, Туçари вĕрентỹ центрĕнчи чăваш чĕлхипе литература учительници М.Табакова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти класс руководителĕ Н.Андреева, "Солнышко" ача сачĕн заведующийĕ А.Урукова, районти вăрçă ветеранĕсен организацийĕн председателĕ, педагогика ветеранĕ В.Владимиров, район администрацийĕн социаллă политика пайĕн начальникĕ С.Викторов хутшăнчĕç, хăйсен шухăш-кăмăлĕсене палăртрĕç.

Конференци ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Моисеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн кандидачĕ В.Ермолаев, Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви, Патăрьел район кураторĕ В.Кузьмин, чрезвычайлă лару-тăрупа гражданла оборона министерствин пай начальникĕ А.Дергунов хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç.

Ĕçре уйрăмах хастарлăх кăтартнă учительсене, воспитательсене Раççей Федерацийĕнчи, республикăри вĕрентỹ министерствисен тата вĕрентỹ пайĕн Хисеп грамотисемпе, тав хучĕсемпе чысларĕç.

Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе кĕтсе илес тĕлĕшпе ирттернĕ смотр-конкурсра палăрнă шкулсене, шкул-садсене, ача сачĕсене, кабинетсемпе столовăй, библиотека ертỹçисене те хавхалантарчĕç. Конференци пынă вăхăтра фойере чечек, сăнав участокĕнче çитĕнтернĕ пахча çимĕç, ал ĕç выставки ĕçлерĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 сентября 2006
00:00
Поделиться