Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăван ялăм, савнă ял: Треньел

 Савнăран та савнă тăван ялăм - Треньел. Кирек ăçта кайсан та эс хăв патна туртатăн. Мĕншĕн-ха урамусене, йăмрусене курсан чĕре хăвăрттăн тапма тытăнать? Илемлĕ ял нумай, анчах эсĕ маншăн чи хитри те пуянни. Урама тухсанах çынсен çепĕç куллине куратăн. Сивĕ хĕл кунĕнче те чунра ăшă. Малашне те çĕклен, чечеклен, тăван ялăм.

Ялĕ çуллен çĕнелет кăмăл-туйăм çĕкленет

10-15 çул каяллахипе танлаштарсан ял сăн-сăпачĕ палламалла мар улшăннă. Çĕнĕ урамсем, илемлĕ çурт-йĕр ỹссе ларнă. Çулсене асфальт сарнă. Урамăн икĕ енĕпе те йывăçсем ешереççĕ. Кирпĕч завочĕ çывăхĕнчи çырма-çатрана йăлтах йывăç лартса тултарнă. Мĕнли кăна ỹсмест-ши унта?! Кайăксем хăйсен çепĕç сассипе юрăсем шăрантараççĕ. Утрав ял çыннисемшĕн чăн-чăн çăтмах. Кунта çулла тĕрлĕрен уяв иртет, ача-пăча шыва кĕрсе савăнать. Паянхи куна 152 килте 522 çын пурăнать. Çуралакансен хисепĕ вилекеннисенчен пысăкрах.

Турцине - фестивале

 П.Логунова ертсе пыракан ташă кружокĕ кăçал 10 çул тултарчĕ. Артистсен ăсталăхĕ ỹссех пырать. Чи пултаруллисем: Настя Логунова, Кристина Юманова, Алена Тарасова, Кирилл Фролов Стамбул хулинче ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕн ача-пăча фестивальне хутшăнчĕç, дипломпа таврăнчĕç.

Кредит илеççĕ

Юлашки вăхăтра пĕчĕккĕрех процентпа, çăмăллатнă меслетпе, кредит илекенсен шучĕ ỹссех пырать. М.Фролов, В.Гаврилов, П.Мясников, Н.Положин тата ыттисем те укçине илсе ĕçе кĕртме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Николай Александрович Положин çемйи унпа выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме шутлать. Çав тĕллевпе 30-а яхăн сысна усрать. Çĕрпе те тухăçлă усă курать.

Ачасен йышĕ чаксах каймасть

Хăш-пĕр шкулта ачасен йышĕ палăрмаллах чакни пирки пăшăрханаççĕ пулсан кунта апла мар. Пепкесен шучĕ пĕр евĕрлĕ тăрать. Кăçал пĕрремĕш класа 9 ача çỹреме пуçлать. Ялне кура ку цифра пĕчĕккех мар. Ăна ял-йыш манмасть Елизавета Леонтьевна Паймина - филологи наукисен кандидачĕ, чылай çул Шупашкарти педуниверситетра ĕçленĕ, çыравçă. Унăн "Пирĕн ял хĕрĕ" повеçне тата "Пилĕк портрет" кĕнекине ентешсем паян та юратса вулаççĕ.

Улми йывăççинчен аякка ỹкмест

Александр Тихонович Краснов нумай çул ялти шкул директорĕнче вăй хунă. Çак хушăра ял ĕçченĕсемшĕн сахал мар ĕç тунă. Вăл "ЧР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ", "ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ". Ăна "Хисеп палли" орденпа тата "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе наградăланă. Треньелĕнчи шкул-ача сачĕ ун ячĕпе хисепленет. Ашшĕн ырă ĕçне паян унăн хĕрĕсем: Маргарита, Ольга, Светлана малалла тăсаççĕ. Вĕсем шкула нумай-нумай хаклă парне кỹнĕ.

Ăс-хакăлпа çутлăх çулталăкĕ ячĕпе Ольга Александровна учительсене "Советская Чувашия", 20 ачана "Молодежный курьер" çырăнса пачĕ.

Авиаци космонавтикин ветеранĕ

Ялтан паллă çынсем йышлă тухнă. Вĕсенчен пĕри - Николай Михайлович Иванов. Вăл Омскри авиаци завочĕн тĕп конструкторĕн заместителĕ, техника наукисен кандидачĕ, Раççейри космонавтика ветеранĕ. Ентешĕн виççĕмĕш кĕнеки Василий Григорьевич Галкин _ Галка Ваçлейĕ - поэт. Унăн сăввисем район, республика хаçачĕсенче тăтăшах пичетленеççĕ. Кĕçех Патăрьел издательство çуртĕнче виççĕмĕш кĕнеки кун çути курать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 сентября 2006
00:00
Поделиться