Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçĕпе те, ăшă сăмахпа та

 Энвер Алимуллович Валиуллин тесен, халăхра "БАМ" тесе ят панă тăрăхра, урăхла каласан, федераллă трассăран Яманчурел еннелле пăрăнакан çул тăрăх вырнаçнă ялсенче пурăнакансем, ватти те, вĕтти те ла-йăх пĕлет. Палламасăр тăма майĕ те çук, мĕншĕн тесен Энвер абый Кзыл Чишмари участок больницине 34-мĕш çул ертсе пырать. Унта сипленме вара районăн çав енчи 7 ялтан пырса çỹреççĕ. Кỹршĕллĕ Елчĕк тăрăхĕнчи Шăмалакпа Яманчурел çыннисем те ют шутланмаççĕ çак сыватмăш çурта. Инкек-мĕн сиксе тухсан аякри район центрне мар, Кзыл Чишмана пырса çитеççĕ.

Нумай çул врачра ĕçленипе çеç паллă мар-ха Энвер Алимуллович. Ăшă кăмăлĕпе, тараватлăхĕпе ыттисенчен чылай уйрăлса тăрать вăл. Тухтăр эмелпе çеç мар, ăшă сăмахĕпе те сыватма пултарать тенĕ сăмахсем шăпах уншăн каланăскерсем. Çаксене вырăна хунах çав ĕнтĕ ку енчи халăхсем 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Энвер Валиуллина Чăваш Республикин Верховнăй Советне депутата суйланă чухне те. Энвер Алимуллович 1946 çулхи августăн 20-мĕшĕнче Кзыл Чишма ялĕнче çуралнă. Алманчăра вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн, вăл Хусанти медицина институтĕнче вĕренсе врач дипломне илнĕ. Ун чухнехи йĕрке тăрăх Пенза облаçне кайса виçĕ çул стоматологра тата васкавлă пулăшу врачĕнче вăй хунă. Ун хыççăн, 1973 çулта, çуралнă тăван çĕр-шыва таврăннă, Кзыл Чишмари больницăна участок врачĕ пулса вырнаçнă. Вăт çавăнтанпа пĕр улшăнмасăр çакăнта тăрăшать те ĕнтĕ Энвер. Çак тапхăрта вăл çуратма пулăшнă çын та çулланма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Çулсем сисĕнмесĕр иртеççĕ вĕт. Вăхăт та улшăнать. "Çуратма пулăшнă", тенĕрен, вăл ĕçе вырнаçнă тапхăрта Кзыл Чишмари участок больници районăн тĕп сыватмăш центрĕ пекех шутланнă. Кунта гинекологи, терапи, ача-пăча уйрăмĕсем пулнă, ачасене кунтах çураттарнă. Пурне те пĕртен-пĕр тухтăр пăхса тăма мехел çитернĕ. Чăн та, 1982 çулта кунта асăннă уйрăмсене хупса тĕп больницăна куçарнă. Апла пулин те паянхи кунчченех кунта нев-рологи, хирурги, гинекологи чирĕсенчен сыватаççĕ, ача-пăчана та йышăнаççĕ, пыр-хăлха-сăмса шыçнипе пырсан та каялла ямаççĕ. Скальпель тытса операци туманни кăна тесен те тĕрĕс. Çавăнпа халь участокри тухтăра "пĕтĕмĕшле практика врачĕ" е "çемье врачĕ" тесе тĕрĕсех калаççĕ. Çапла кирлĕ те. Ахальтен мар-тăр, 2002 çул вĕçĕнче кунта республикăра 100-мĕш врач офисне уçрĕç. Шартлама сивве пăхмасăр Кзыл Чишмана Республика Президенчĕ Николай Федоров хăй те килнĕччĕ. Хăнасем тенĕрен, кунта Раççей элтеперĕ çеç килсе курман-тăр. Юлашки 3-4 çул хушшинче Раççей министрĕсем кăна мар, Ми-нистрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем те пулса курчĕç, Чишмасен кăтартуллă ĕçĕпе паллашрĕç, унтан ытти тухтăрсем вĕсен опытне вĕренчĕç.

Энвер абый ертсе пыракан врач офисĕ чирлĕ çынсене сипленипе çеç лăпланса лармасть. Кунта вĕсемсĕр пуçне Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин инваличĕсене, ĕçре сусăрланнă ватăсене те хỹтлĕхе илеççĕ. Асăннă социаллă ушкăн валли 20 вырăн пур. Халсăрланнă çынсене апатлантарнисĕр, хăтлăх туса панисĕр пуçне сиплеме те мĕн пур условисем аван.

Энвер Алимуллович 60 çул тултарчĕ ĕнтĕ. Çак ятпа ялта чăн-чăн уяв ирттерчĕç. Культура çуртĕнче юбилей каçĕ тăватă сехет ытла тăсăлчĕ. Паллă менельник ячĕпе сумлă тухтăра район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, ял тăрăх пуçлăхĕ, районти тĕп больницăн врачĕсем, пĕрле ĕçлекенсем, ял-йыш, аякран ятарласа килнĕ тусĕсемпе юлташĕсем чун-чĕререн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 сентября 2006
00:00
Поделиться