Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çынна ăнланни ăна пулăшнипе тан

"Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли тĕп принципĕсем çинчен" федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, ял тăрăх депутачĕсем хăйсен полномочийĕсене, тивĕçĕсене пурнăçлама старт илнĕренпе самаях вăхăт иртрĕ. Ял гражданĕсем, суйлавçăсем умĕнче отчет тумалăх сăлтавĕ пур темелле. Депутатсен ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсен ĕçĕнчи малтанхи "çимĕ-çĕсемпе" паллашас тĕллевпе ку таранччен чылай ял тăрăхĕсенче пулса калаçма тиврĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕсем "лайăх ĕçлет" тесе хак панă хăш-пĕр депутатсемех халăх умĕнчи тивĕçне мĕнле пурнăçласа пыни çинчен сăмах çумне сăмах хушса та калаймаççĕ. Ун пек чухне мĕнле отчет пирки калаçу пуçарăн-ха?

 Çак сăлтавпах Тăрăн ял тăрăх депутачĕпе В.Алексеевăпа тĕл пултăм. Вырăнти администраци специалисчĕсемпе канашласан та вĕсем чăн малтанах Валентина Даниловна ятне асăнчĕç.

-Çыншăн ырă ĕç тума уйрăмах депутат полномочине пани кирлĕ мар тесе шутлатăп, - сăпайлăн çеç хăйĕн калаçăвне пуçларĕ вăл. Тĕрĕссипе, Треньелĕнче ытти хăш-пĕр ялсемпе танлаштарсан, халăх шаннă тивĕçе пурнăçлама та йывăрах мар. Кунта ултă урамрах кашнинчех шанчăклă, çирĕп çул. Кĕрлĕ-çурлă çанталăк вĕсене хăратмасть те, тарăхтармасть те. Вăхăтĕнче кĕр-кĕрленĕ кирпĕч завочĕн вăйĕпе те ял сăн-сăпатне, инфраструктурине чылай çĕнетнĕ. Ялта килĕрен тенĕ евĕр "кăвак топливо" вăйĕпе усă кураççĕ. Унăн ырлăхĕ шкула та, культура çуртне те, магазинсемпе медпункта та çитнĕ. Газ пирки сăмах пуçарнă чухне çакна та каласа хăвармалла. Ватă çынсене, ыттисене те, килĕсене газ кĕртес ыйтупа кирлĕ хутсене тутарма темиçе хутчен те хăй хавхаланăвĕпех Канаша та, Шупашкара та кайса килнĕ вăл. Кайран сывлăшран янă газ пăрăхĕсене ачасене, ял çыннисене явăçтарса сăрлаттарнă. Ỹркенсе тăман, сăррисене те Кỹкеçе хăйех кайса илнĕ.

Яла, хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртессине вăл депутат пуличченех хăйĕн тивĕçĕ тесе шутланă, çак ĕçе кашнинчех хăй те активлă хутшăннă, ыттисене те явăçтарнă. Кăçал, акă, ял вĕçĕнче тĕп урамăн çырма пуçĕнчи дендрарие тата çĕнетнĕ. Кунта чăрăш, хыр йывăççисем чылай лартса хăварнă.

Кунти "Кану утравĕ" Треньелсемпе тавра ялсемшĕн çеç мар, аякрах вырнаçнисемшĕн те ытарлă вырăн шутланать. Çынсем кунта канма та, пĕчĕкрех мероприятисем ирттерме те килеççĕ. Шел пулин те, хăйсем хыççăн пурте тирпейлесе хăвармаççĕ. Шкул ачисен, ял хастарĕсен вăйĕпе кунта темиçе хутчен те субботниксем йĕркелеме тивет. Ун пек чухне Валентина Даниловна айккинче юлаканнисен ушкăнĕнче мар. Вăл пуçарнипе, йĕркеленипе час-часах ял халăхĕ тирпей-илемшĕн кар тăрать.

Хальхи вăхăтра çак ялта Николаев урамĕ чи-чи çамрăккисенчен пĕри темелле. Вăл йĕркеленсе, тирпейленсе, сарăлса çеç пырать-ха. Кăчухне кунта чи пысăк ыйтусенчен пĕри - урама электрификацилесси. В.Алексеева çак ыйтупа депутат пуличченех тимлеме пуçланă. Проектпа смета документацийĕсене тунă чухне те хуçасемпе пĕрлех вăл та чупнă. Хăнăхнă йăлапа пĕри, тепри ун патне пулăшу ыйтма пынă. Ун пек чухне çынна епле чышса ярăн-ха? Халĕ, чăнах та, ку ыйтупа хут ĕçĕсене тирпейлесе пĕтернĕ, тĕп ĕçе пуçăнмалли çеç юлать.

В.Алексеева депутат Тăрăн ял тăрăхĕнче çулĕпе аслă, ĕç опычĕпе пуян çынсенчен пĕри. Виçĕ ача амăшĕ "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ", "Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ" унчченхи хастарлăха, пултарулăха, пуçарулăха çухатмасть-ха. Тĕрлĕрен марафона е акцие хутшăнмалла, е пĕр-пĕр ĕçе кар тăмалла - халăх ăна яланах алă тăсса панă. Çавăнпа та ял уявĕсенче, шкул коллективĕ йĕркелекен мероприятисенче, тĕрлĕрен турнирта пурте пĕр çын пек пулса савăнаççĕ. Ялти кинемейсем, акă, депутатпа унăн хĕрĕ Алина (вăл та амăш çулĕпех кайнă, ачасене тăван чĕлхе ытарлăхне вĕрентет) çăварни уявне асра юлмалла йĕркеленине каласа пачĕç. Урамрах ăсталаса çатмасем çинче икерчĕ çатăртаттарнă, сăмаварпа техĕмлĕ чей вĕретнĕ... Кашни иртен-каянах çăварни майрисем кучченеçпе сăйланă. Никам хушмасăрах, ыйтмасăрах вĕсем ял халăхне савăнмалли сăлтав туса панă. Мĕнрен япăх пуçару?

-Обществăлла ĕçе яланах пысăк хастарлăхпа хутшăннă. Депутат тивĕçĕ те маншăн ют мар. Маларахри вăхăтра та депутат пулнă. Халăхпа ĕçленĕ чухне хама халсăр туймастăп, - çапла вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне В.Алексеева депутат.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 сентября 2006
00:00
Поделиться