Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕрлĕ ĕçре пиçĕхнĕ, ырă ята тивĕçнĕ

 Мĕншĕн çапла-ши вăл? Çулсем иртсе пынă май, уйрăмах утмăлтан иртсен, анаталла кайма тытăнсан _ пурнăç урапи йывăрланнăран-ши? - çын иртни пирки шутлама тытăнать. Ăна паянхипе танлаштарать, малашлăха палăртма тăрăшать, хăй тунă йăнăшсене тишкерме пикенет. Ара, инçете, кая тăрса юлни аванрах курăнать-тĕр çав. Т

ăрăнти Александра Ильиничнăпа Василий Матвеевич Самакинсен те çавах. Ĕмĕре начар мар ĕмĕрлерĕç вĕсем. "Исток" çĕр ĕç фирмин ферминче вăй хурсах тивĕçлĕ канăва тухрĕç. Килте те, ĕçре те юнашар пулчĕç. Василий Матвеевич - скотник, мăшăрĕ - доярка. Мĕн чухлĕ йывăрлăха чăтса ирттерчĕç пуль, çапах пуçĕсене усмарĕç. Ара, самана саккăрла çаптарнă вăхăтра хуçалăхĕсем те аран-аран тытăнкаласа тăчĕç те. Ĕçлекеннисене те йывăра килчĕ çав, тỹлевĕ те пысăках пулмарĕ. Анчах, темле пулсан та, хăшĕ-пĕри пек фермăран писмерĕç, ыррине шанса малаллах талпăнчĕç. Çакăншăн кайран та ỹкĕнмерĕç.

-Эпир пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе, çăкăр хакне пĕлсе ỹснĕ. Ямăттине нихăçан та хапсăнман. Ферма пирĕншĕн иккĕмĕш кил пулнă, - шăкăл-шăкăл пуплеççĕ Самакинсем.

Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Чăннипех те çапла. Дмитрий те ашшĕ-амăшĕн çулĕпех кайрĕ. Вăл хуçалăхри чи маттур водитель. Уявсенче ăна яланах Хисеп грамотипе, парнесемпе чыслаççĕ. Митя мăшăрĕ, Зоя, экономист. Вĕсем ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Сергейпа Люба аслашшĕ-асламăшне пулăшакан пулнă ĕнтĕ. Пăянамăшĕпе кинĕ пĕр çăвартан сурса пурăннăран çемьере килĕшỹ хуçаланать.

Самакинсен пилĕк ача. Хĕрĕсем, виççĕшĕ, качча тухнă. Таня - Татмăшра, Ира - ялта, Марина Костромара пурăнать. Алена килтех-ха, хальлĕхе тăван йăваран вĕçсе каяйман.

Çак çемье пирки ялта ырă ят çеç çỹрет, ĕçченлĕхшĕн мухтаççĕ. Ăмсанмалăх та пур. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Хушма хуçалăхĕ вăйлă аталаннă. Темиçе вăкăр, ĕне, сысна нумай усраççĕ. Чăххи-чĕппи, хурĕ-кăвакалĕ картиш тулли.

Çемьере туслăх хуçаланнăран пурнăç урапи те çапла кал-кал кусса пырать-тĕр. Ахальтен каламан ваттисем: "Ватти ырă пулсан латти пулать" тесе. Ку сăмахсем Александра Ильиничнăпа Василий Матвеевича тỹрремĕнех пырса тивеççĕ. "Кил илемĕ - килĕшỹ" каларăша тĕпе хурса çемье тилхепине ăнăçлă тытса пыраççĕ вĕсем. Çавăнпах пур çĕрте те хăтлăх хуçаланать. Çуртра яланах ăшă, тирпейлĕ, таса. Тăван кил ăшши хĕрĕсене, кĕрỹшĕсене, мăнукĕсене, тăван-пĕтене хăнана йыхăрать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 августа 2006
00:00
Поделиться