Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп тĕллев - тарăн пĕлỹ, ăслă гражданин

 Вĕрентỹ тытăмне çĕнетсе улăштарас тĕллевпе çĕр-шывра тĕллевлĕрех ĕçлеме тытăнчĕç. Ку шута шкулсен пурлăх никĕсне тĕреклетни, реструктуризацилени (пĕлỹ илме лайăхрах мелсем туса парасси), паянхи пурнăç шайĕнче вĕрентесси, информаци технологийĕсемпе инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси, ăста вĕрентекенсем хатĕрлесси кĕреççĕ. Ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ши пирĕн районта? Çак ыйтусемпе пирĕн обществăллă корреспондент В.Алексеева райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕпе Н.С. Маллинăпа калаçнă. 

- Надежда Сергеевна, мĕнлерех улшăнусем пулса иртрĕç юлашки вăхăтра районти вĕрентỹ системинче?

- "Вĕренỹ" наци программине пурнăçа кĕртессин çĕнĕ тапхăрĕ пуçланчĕ. Çавăнпа умра тăракан паянхи çивĕч ыйтусене палăртса, вĕсене татса памалли çулсем шырасси пирĕн тĕп тĕллев пулса тăрать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕ те районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 35 шкулшăн, пĕр шкул-интернатшăн, професси паракан 7 - мĕш училищĕшĕн тата шкул çулне çитмен 16 ача сачĕшĕн пысăк улшăнусемпе палăрса юлчĕ. Ăс - хакăлпа çутлăх çулталăкĕнче çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле тесех вăй хутăмăр. Ку вăл çĕнĕ вĕрентỹ технологийĕсемпе усă курса çитĕнсе пыракан ăрăвăн ăс -хакăл вăй - хăватне ỹстересси çине вĕрентекенсем пысăк тимлĕх уйăрса пынине те пĕлтерет. 

- Ача сачĕсен ĕçĕ - хĕлĕ çинчен кăштах чарăнса тăмăр -ши? 

- Пирĕн районта шкул çулне çитмен муниципаллă 16 учрежденире çитĕнекен ăрăва шкул валли хатĕрлеме пуçлаççĕ. Çак ĕçе 7 пуçламăш шкул - ача садĕнче малалла тăсаççĕ. Унсăр пуçне шкул çулне çитмен ачасен13 ушкăнĕ те çак тĕллевсенех пурнăçласа пырать. Ача садне çỹрекенсен йышне ỹстересси те тĕп тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Хальлĕхе шкул çулне çитмен ачасен 88,6 проценчĕ ача сачĕсене çỹрет. Çак учрежденисенче пурлăхпа техника никĕсĕ тĕрекленни савăнтарать.

- "Вĕренỹ" наци программине пурнăçа кĕртсе пынă май районта мĕнлерех ĕçсем туса ирттеретĕр? - Çирĕп ăс- хакăллă ачасем çитĕнтерес, вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, творчествăлла пултарулăхне ỹстерсе пырас тĕлĕшпе районта тĕрлĕрен конкурссем, смотрсем, фестивальсем иртеççĕ. "Çулталăк вĕрентекенĕ", "Çулталăк вĕренекенĕ", "Классный классный", "Наука. Творчество. Аталану" наука-практика конференцийĕсем кашни çулах çỹллĕ шайра пулаççĕ. Çĕнтерỹçĕсем республика шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕнче иртнĕ конференцие 312 вĕренекен хутшăннă, 21 секци ĕçленĕ. Комсомольскипе Шăмăршă, Елчĕк районĕсен ачисем килнĕ. Комисси членĕсем уйрăмах М.Раевскаяпа (Турхан шкулĕ) О. Майрина (Патăрьел, 1-мĕш шкул) ĕçĕсене палăртса хăварнă. Пĕтĕмлетсе каласан шкул ачисен наука шайĕнче тишкернĕ ĕçĕсем чылай лайăхланса пынине палăртмалла. Учительсем хушшинче вара "Лучшая модель эффективного внедрения педагогической технологии в образовательном учреждении" ятпа иртнĕ конкурса 21 вĕрентекен хутшăннă. В. Иванов физика учителĕ (Турханти шкул), аслă категориллĕ учитель, "Лучший педагог - новатор" ята илме тивĕçрĕ. Районти учительсем уйрăмах инноваци программине пурнăçа кĕртессипе çине тăрса ĕçлеççĕ, çавăнпах ачасене те тĕрлĕ конкурссене хутшăнтараççĕ. 2006 çулта республикăра иртнĕ 27 конкурсра, регионсемпе Раççейри конкурссенче 463 малти вырăна çĕнсе илнĕ.

- Ачасенчен пур енĕпе те аталаннă, сывлăхлă, ăслă - тăнлă çын хатĕрлес тĕллевпе мĕнле мероприятисем иртеççĕ? 

- Ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, пĕр -пĕрне хисеплеме, туслă пурăнма вĕрентесси, пур ĕçе те юратма, пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăракан пулма пăхса ỹстересси - кашни вĕрентекенĕн тивĕçĕ. Çакна пурнăçлама районта "Дети Чувашии", "Патриотизмла воспитани", "Çемье", "Патăрьел районĕнчи çамрăксем" программăсемпе, ăс -хакăл шайне ỹстерекен вăйăсемпе, ырă кăмăллăх марафонĕсемпе усă кураççĕ, спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ. Кашни çулах тавра пĕлỹçĕсен, экологсен, туристсен слечĕсем, вĕренекенсен спартакиади, çамрăк армеецсен "Зарницăпа" "Орленок" ăмăртăвĕсем, "Президент ăмăртăвĕсем" ирттереççĕ. Çамрăк армеецсен "Орленок" ăмартăвĕнче Патăрьелĕнчи 1 -мĕш вăтам шкул команди республикăра 1- мĕш вырăн йышăнса Пĕтĕм Раççейри "Орленок" лагере кайма путевка çĕнсе илчĕ.

 - Шкулсенче пурлăхпа техника никĕсĕ мĕнлерех ỹссе пырать - ши?

-Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политики министерстви пулăшса пынипе районти шкулсем пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетес тĕлĕшпе нумай вăй хураççĕ.Çак тĕллевпе виçĕ ресурслă центр туса хунă: Первомайскипе Туçари вĕрентỹ центрĕсенче тата Патăрьелĕнчи 1- мĕш вăтам шкулта. Ачасен пĕлĕвне ỹстерме хальхи вăхăтри информаципе коммуникаци технологийĕсемпе ĕçре анлăн усă курмалла. Раççей правительствин тĕрлĕ постановленийĕсемпе килĕшỹллĕн тĕллевлĕ программа туса хатĕрленĕ. Ăна пурнăçласа района 173 компьютер килнĕ. Çакă 2000 çулхипе танлаштарсан, компьютерсен йышне чылай ỹстерме пулăшнă. Хальхи вăхăтра районта пĕр компьютер пуçне 26,3 ача тивет. Республика шайĕнче ку 34-па танлашать. Шкулсен 67,6 проценчĕ интернетпа çыхăннă (республикăра 60 процент). Хальхи вăхăтра районти шкулсенче 238 компьютерпа усă кураççĕ. Пурĕ 9 база шкулĕ, вĕсенче пуринче те компьютер класĕсем пур. Районти шкулсенче 4 медиапроектор вырнаçтарма тата 371 пин тенкĕлĕх илме палăртса хунă. Çичĕ шкулта спутник антенни лартнă. Икĕ шкул - Туçапа Первомайски вĕрентỹ центрĕсем - 1 млн тенкĕлĕх Президент грантне çĕнсе илчĕç. 2006 çулта вĕренекенсене учебниксемпе тивĕçтересси пуçламăш шкулсенче 100 процентпа танлашать, тĕп шкулсенче -71,4 процент, вăтам шкулсенче - 58, 9 процент. Пĕтĕмĕшпе илсен, республика района учебниксемпе аван тивĕçтерсе тăрать. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче база шкулĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ тата та пуянланмалла.

- Шкулсенче ачасен йышĕ чакса пыни мĕнлерех йывăрлăхсем кăларса тăратать?

-16 вăтам,11 тĕп, 7 пуçламăш шкулта пурĕ 6257 ача вĕренет. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 689 ача тăхăр класс, 515 ача вун пĕр класс пĕтернĕ. Алла аттестат илнисен хушшинче 11 ылтăн, 30 кĕмĕл медалист. Аслă шкулсене вĕренме кĕрекенсен йышĕ çултан çул ỹссе пыни те савăнтарать. Анчах та ачасен йышĕ чакни пăшăрхантарать. Çавна май районти шкулсене реструктуризацилесси те малалла пырать.

- Юлашки вăхăтра шкулсенче профильлĕ пĕлỹ парасси çинчен нумай калаçа пуçларĕç. Ку енĕпе пирĕн шкулсенче мĕнлерех - ши?

 - Раççей Федерацийĕн Министерствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн, регионсенчи шкулсемпе пĕрле 2003 -2004 вĕренỹ çулĕнчен пуçласах Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕ сăнава хутшăннă. Виçĕ çул хушши 9-мĕш классем предпрофильлĕ программăпа вĕреннĕ. 9-мĕш классенче ачасен пултарулăхне шута илме темиçе хутчен те ыйтăм ирттернĕ. 300 вĕренекен тĕрлĕ профильлĕ классенче вĕренме кăмăл тăвать. Патăрьел район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕ-шỹллĕн, çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче Алманчăри, Патăрьелĕнчи 1-мĕш, Турханти, Шăнкăртамри вăтам шкулсенче, Первомайскипе Туçари вĕрентỹ центрĕсенче профильлĕ классем уçăлаççĕ. Асăннă шкулсенче 6 енлĕ профильпе вĕрентме пуçлаççĕ.Кунсăр пуçне ял хуçалăхĕ валли специалистсем хатĕрлеме 7 - мĕш професси училищипе тачă çыхăну тытасшăн. Алманчăри, Сăкăтри, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулсем тата Туçари вĕрентỹ центрĕ те профильлĕ вĕрентỹ групписем йĕркелесшĕн.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 августа 2006
00:00
Поделиться