Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шкулсем ачасене йышăнма хатĕр

 Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Ача-пăча, паллах, каникулăн юлашки кунĕсемпе май пур таран, туллин киленсе юлма васкать. Шкул ĕçченĕсем юлашки юсав ĕçĕсене вĕçлеме, ачасем валли илемлĕ, хăтлă, таса классем туса пама тăрăшаççĕ.

Иртнĕ эрнере район пуçлăхĕн хушăвĕпе йĕркеленĕ комисси вĕрентỹ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ. Комисси членĕсем 4 ушкăна пайланса ĕçленĕ, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 34 шкула, вĕсенчен 15-шĕ тĕп, 15 ача садне, хушма пĕлỹ паракан 3 учреждение, 7-мĕш професси училищине çитсе курнă. Вĕсенче пуринче те ачасене парта хушшине лартма сахал мар ĕç туса ирттернине палăртнă. Ытти çулсенчи пекех шкулсене вĕрентỹ процесĕпе, ăшăпа, электроэнергипе, пушар, санитари хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине тĕпе хунă. Çак тĕллевпе тата тĕп юсав ĕçĕсем тума уйăрнă 2880 пин, кулленхи юсав ĕçĕсем валли пăхнă 853 пин тенке пĕтĕмпех усă курнă. Шăнкăртамри, Хирти Пикшикри, Патăрьелĕнчи ик-кĕмĕш, Ыхра Çырминчи вăтам шкулсенче автоматла пушар сигнализацийĕсем вырнаçтарнă. 604 пинлĕх пушара хи-рĕçле ĕçсем пурнăçланă. Анат Туçа шкулĕнче ача сачĕ валли вырăн хатĕрленĕ, 6 ача садĕнче шыв тата канализаци ыйтăвĕсене татса панă. Çакна тума 703 пин тенкĕ расхутланă.

Комисси членĕсен куçĕ умне пур шкулсенче те тенĕ пекех лайăх тирпейленĕ территорисем, пĕлсе илемлетнĕ çурт-йĕрсем, хутмалли çĕнĕ сезона хатĕр котельнăйсем, çĕнетнĕ вĕренỹ кабинечĕсем, çĕнĕ экспонатсемпе пуянланнă музейсем, вĕренỹпе сăнав участокĕсем тата ытти те тухса тăнă. Упамсари шкул-ача сачĕ пахчара чечексем акса, лартса тунă Чăваш Республикин Гербĕ пурне те тĕлĕнтернĕ. Пур шкулсенче те чечексем нумай ỹстереççĕ. Анат Туçари, Çĕнĕ Ахпỹртри тĕп, Ыхра Çырминчи, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Нăрваш Шăхалĕнчи, Турханти вăтам шкулсенче, Первомай-скинчи пĕлỹ центрĕнче çĕнетсе тунă географи, ют чĕлхе, физика, биологи, хими, математика, чăваш чĕлхипе литература, вырăс чĕлхипе литература кабинечĕсем те пуян содержаниллĕ, ĕлккен. Чылай шкулсенче спорт площадкисемпе спортзалсене çĕнетнĕ, вĕсем спорт хатĕрĕсемпе пуянланнă.

Патăрьелĕнчи 7-мĕш професси училищи сăн-сăпатне тултан та шалтан та чылай лайăхлатнă, вĕрентỹ кабинечĕсене çĕнетнĕ, территорине тирпей-илем кĕртнĕ.

Сентябрь алăкран шаккать. Кĕçех пĕрремĕш шăнкăрав янăраса кайĕ те ачасем партăсем хушшине кĕрсе ларĕç. Çутă та таса, илемлĕ классем, кабинетсем, юратнă учительсем вĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 августа 2006
00:00
Поделиться