Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел район тĕкĕрĕ пултăр

 Район шайĕнчи кашни мероприятинчех, канашлурах вырăнсенче тирпей-илем кĕртес пирки калаçу пуçараççĕ. Ку вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен чи малтанхи ыйтăвĕ, пурнăçламалли ĕçĕ. Чылай чухне ăна пысăк тăкаксемсĕрех пурнăçлама пулать, хамăрăн ăнланулăха, культура шайне çеç ỹстермелле. Çакăн валли кашни çын аслă пĕлỹ илни те кирлĕ мар. Темиçе çул каяллахипе танлаштарсан, Патăрьел чăнах та çамрăкланчĕ, çĕнелчĕ. Тĕрĕссипе ун пек пулмасăр та май çук. Пурнăç тени каялла мар, малаллах каймалла. Çапах та хальхи вăхăтра Патăрьел ял тăрăхĕ район центрне тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçсем туса ирттерет-ха. Çак ыйтупа кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕпе В.В.Николаевпа тĕл пулнă. Акă мĕн пĕлтернĕ вăл хаçат редакцине: _Ял культурăлăхне пур енлĕн çỹллĕ шая çĕклесси _ пирĕн тĕллев. Ырă улшăну тума часах пулмасть пулин те, çак ыйтăва кун йĕркинчен кăлармастпăр. Акă, кашни эрнекунах ĕç коллективĕсем субботника тухасси йăлана кĕчĕ темелле. Ырă йăлана пăрахăçа çеç кăлармалла мар. Çĕнĕ çул хыççăн кашни ял тăрăхĕ хăй вăйĕпе, пуçарулăхĕпе бюджет тăвать, укçа-тенкĕ пухать. Район центрĕнче 196 юридика пĕлтерĕшлĕ коллектив тата унсăр пуçне çĕр налукĕпе пурлăх налукĕсене тỹлекен пине яхăн çын пулнине шута илсен, вĕсемпе ĕçлеме те çăмăлах мар. Чылайăшĕ вĕсене вăхăтра тỹлемеççĕ, тăсса пыраççĕ. Çапах та çак ыйтупа начарах ĕçлетпĕр тесе каласшăн мар. Хальхи вăхăтра, акă, ПМК-9 пулăшнипе хамăр вăйпа Талвир урамне хăпартса хăйăр саратпăр, вак чулпа çирĕплететпĕр. Кун хыççăн çак урам тата тирпейленĕ. Пирĕн тепĕр пысăк тĕллев _ ялти парка тирпейлесе çĕнĕ сăн кĕртесси. Вăл пуриншĕн те кану вырăнĕ пултăр. Хальлĕхе кунта хăрнă йывăçсене касса çамрăккисемпе çĕнетнĕ. Кĕркунне тепĕр ушкăн лартса хăварасшăн. Парк варрине пысăк клумба тăвасшăн. Çак тĕллевпе кунта халĕ тăпра турттараççĕ. Айккисенче ансăртарах утма çулсем пулĕç. Унта ДРСУ вăйне усă курасшăн. Пысăк ялшăн нумаях пулмасть мĕн пур требованисене шута илсе выльăх масарĕ туса пĕтертĕмĕр. Вăл пĕчĕкех мар _ 360 тăваткал метр. Ĕмĕтсем, шухăшсем пурнăçа кĕресси ялта пурăнакан çынсем, бюджет организацийĕсем пире кирлĕ налуксене вăхăтра куçарнинчен те килет. Ытлă-çитлĕ укçа пулсан, хамăр пурăнакан вырăна пур енĕпе тирпейлеме те ансат. Анчах çакна та каласа хăварасшăн. Пĕрисем тунине, хитрелетнине теприсем çĕмĕрсе, ватса, нĕрсĕрлетсе пырсан, Патăрьел нихçан та район тĕкĕрĕ пулаймĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 августа 2006
00:00
Поделиться