Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Выставкăра - инвалидсен ĕçĕсем

 Патшалăх инвалидсене обществăран уйăрас мар тĕллевпе тĕрлĕрен комплексла мерăсем йышăнсах тăрать. Вĕсен уйрăм пахалăхне тупса палăртса аталантарас тĕллевпе республика, район шайĕнче тĕрлĕрен мероприятисем чылай иртеççĕ. Нумаях пулмасть Патăрьелĕнчи социаллă хỹтлĕх центрĕнче Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи инвалидсен художествăлла пултарулăх выставкине йĕркелерĕç. Ку мероприяти "Инвалидсене ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ỹнер творчестви пулăшнипе çутта кăларасси" социаллă проект планĕпе килĕ-шỹллĕн пулчĕ.

Выставкăна Патăрьелĕнчи социаллă хỹтлĕх центрĕн директорĕ Т.Малинина уçрĕ. ЧР инвалидсен организацийĕн председателĕ М.Кузьминых саламларĕ, организацин малашлăх планĕсемпе паллаштарчĕ. Унтан икĕ районти инвалидсен организацийĕн председателĕсем хăйсен савăнăçне палăртса сăмах каларĕç.

Выставкăна Шăхач, Кзыл Чишма, Аслă Чемен, Патăрьел, Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа, Турхан, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчи инвалидсен ĕçĕсене тăратнă.

Шăмăршăри Н.Угарин, Шăхачри В.Моисеев, Аслă Чементи Н.Матросов пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пур ĕçсене те дипломсемпе палăртнă, призлă вырăнсемшĕн преми панă. Çĕнĕ Ахпỹртри Е.Калмыковăна, Шăмăршă районĕнчи В.Ястребова дипломпа тата хавхалантармалли премипе чысланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 августа 2006
00:00
Поделиться