Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир ĕçĕсем тирпейленеççĕ

 Район администрацийĕн агропромышленность комплексĕнчи предприятисемпе хутшăнусем йĕркелекен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, августăн 21-мĕшĕ тĕлне 8862 гектар тырă пуçтарса кĕртнĕ. Ку вăл пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен мĕнпур лаптăкĕн çурри çеç-ха.

Районта хальлĕхе 227 пин центнер тырă йĕтем çине кĕнĕ. Е гектартан вăтамран 25,6 центнер тырă илеççĕ.

Тухăç енĕпе илсен, хальлĕхе вăл "Малалла", Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче пысăк - 37-38 центнер. "Батыревское", "Исток", "Труд", "Красное знамя" хуçалăхсенче вара 30 центнера çывăх е кăшт ытларах. Çав вăхăтрах Вăтаелĕнчи "Родник" хуçалăх, Хирти Пикшикри "Бикшики" гектартан 10 центнера яхăн çеç пуçтарса илеççĕ.

Алманчăри Ленин ячĕллĕ хуçалăхра иртнĕ эрне вĕçĕнчех пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кĕлете кĕртнĕ. Халĕ вĕсем Тутар Тимешĕнче, Тутар Сăкăтĕнче тата ытти çĕрте арендăна илнĕ çĕрсем çинчи тырăсене пуçтарса кĕртес енĕпе ĕçлеççĕ.

Асăннă кун тĕлне районĕпе кĕрхи культурăсем акма 4435 гектар çĕр хатĕрленĕ. Хальлĕхе унăн никĕсне сакăр хуçалăхра хываççĕ.

Районĕпе 4965 гектар çинчи улăма пуçтарса тирпейленĕ, виçĕ хуçалăхра сутлăх çĕрулми кăлараççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 августа 2006
00:00
Поделиться