Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çăмăл мар культура ĕçченĕ пулма

 Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ культура ĕçченĕсемшĕн çĕнĕ улшăнусем кĕртрĕ. Районти культура пайне пĕтерсе, клубсемпе библиотекăсене ял тăрăхĕсем çине куçарчĕç. Вĕсем халĕ пурте вырăнти хуçана пăхăнса тăраççĕ. Ку пулăм пĕр енчен илсен меллĕ те пек туйăнать. Культура учрежденийĕсем пĕр чăмăрта, анчах чăрмавĕ те пур - бухгалтерсем район центрĕнче.

Пĕр-пĕр справка е документ кирлĕ пулсан тỹрех Патăрьелне çул тытмалла. Ку, паллах, пуçлăхсене меллĕ мар.

Унччен клуб, культура çурчĕн ертỹçисем кашни уйăхрах пĕрле пухăнса канашланă, çĕнĕлĕхсемпе паллашнă, методика пулăшăвĕ илнĕ пулсан, халĕ районти культура çурчĕн 5-6 çынран тăракан культурăпа кану центрĕ вырăна, ялсене тухса пулăшу пама мехел çитерейместех. Библиотекарьсем те сайрарах пуçтарăнаççĕ.

"Культура ĕçченĕсене мĕн пулăшăвĕ кирлĕ вĕсене, сцена çине тух та юрă шăрантар, ташла", - текен те тупăнĕ. Çапла пуль те-ха, анчах сцена çине тухиччен мĕн чухлĕ репетици тумалла. Малтан сценари çырмалла. Унччен методика материалĕсене, журналсене тишкерсе тухмалла. Компьютерпа шырани те пулкалать. Унтан артисчĕсене калаçтарнă хыççăн репетицисем пуçланаççĕ. Музыкине тупаканни те, сценăна, зала илемлетекенни те, костюмсемпе тивĕçтерекенни те директорпа худрук иккĕшех. Вĕсен пĕр канăç та çук, пĕр мероприяти пĕтрĕ, теприне хатĕрленме тытăнмалла.

Унсăр пуçне республика, район шайлĕ конкурссене хутшăнмалла. Культура ĕçченĕсен хут ĕçĕ те питĕ нумай: план, отчет, стенд, альбом тумалла, вывескăсемпе пĕлтерỹсем çырмалла. Библиотекарьсен вара кашни кун кам, мĕнле кĕнеке, журнал илнине палăртса пымалла. Кивелнĕ литературăна шутран кăлармалла, çĕннисене шута илмелле, тĕрлĕ темăпа выставкăсем йĕркелемелле. Унсăр пуçне алла мăлатук тытса ишĕлнĕ картана, силленекен урай хăмине е кивелнĕ алăк тăпсине юсамалла. Çакăн çумне халь тата ял тăрăх пуçлăхĕ хушнă ĕçсем хутшăнаççĕ.

Июль уйăхĕнче ялсенчи культура учрежденийĕсене çитсе курас тĕллевпе çула тухрăмăр. Шел пулин те, 3-4 яла çитсе те тĕл пулаймарăмăр. Вĕсем алла çава е кĕреçе тытса ял хушшинчи çум-курăксене тасатма тухса кайнă иккен. Килсерен çỹресе налук, çỹп-çап, сулăм укçи пуçтарас, тирпей-илем кỹрес ĕçе те вĕсем çинех тиенĕ иккен. Каçхине вара çамрăксене савăнтармалла. Дискотекăна укçа тỹлемесĕр кĕрес текенсем хутлă-хутлă намăс сăмахсемпе кỹрентерни те пулкалать. Культура ĕçченĕн чăтмалла.

Юлашки çулсенче районти культура пайĕн пуçлă-хĕнче ĕçленĕ çынсем те культработниксемшĕн тăрăшни туйăнмарĕ. 4-5 пуçлăх улшăнчĕ, усси курăнмарĕ. Пĕри, "хырăм" çинче выртакан культурăна ура çине тăрататăп" тесе шантарнăскер, библиотекăсене каçхине 9-10 сехетчен те ĕçлеттерсе пăхрĕ. Çак хушăра вулакансен йышĕ пушшех чакса ларчĕ. Ĕçченсем вара хутман клубсемпе библиотекăсенче ĕнтĕркерĕç.

Унччен районта культура пайĕн заведующийĕ пĕччен пулнă, халь 4 пуçлăха пăхăнмалла. Районта социаллă политика пайĕ культура учрежденийĕсен ĕçне тĕрĕслесех тăрать. Авăн уйăхĕнче аттестаци ирттерме пăхнă.

Чăнах та, культура ĕçченĕсем хушшинче ятарлă аслă пĕлỹллĕ специалистсем сахал. Çакă ĕç укçи пĕчĕккĕ пулнипе те çыхăннă пуль тетĕп. Хальхи çамрăксем урăхларах профессисене кăмăллаççĕ. Музыкăна ăнланакан, юрра-ташша юратакан, Турă панă талантпа усă курма пĕлекен, ĕçе чунтан парăннă специалист çеç культура учрежденийĕсенче вăй хума пултарать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 августа 2006
00:00
Поделиться