Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Телей- килỹшĕре

 Кивĕ Ахпỹртре пурăнакан Мария Петровнăпа Владимир Петрович Каргинсене ялта хисеплемен çын çук та пулĕ. Хĕрĕх ултă çул мăшăр кăвакарчăнсем пек килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Иккĕшĕ те сăпайлă, ĕçчен, кирек кама та ĕçпе те, канашпа та пулăшма хатĕр. Тараватлăхпа та касра вĕсене çитекенни çук-тăр. Килен-каяна, тăван-хурăнташа, кỹршĕ-арша яланах ăшшăн, хапăл туса кĕтсе илсе ăсатса яраççĕ. Хăна-вĕрлере вара юрă-ташăпа, шỹтпе савăнтараççĕ.

Ачалăхĕ иккĕшĕн те савăнăçлах пулман. Вăрçăччен çуралнăскерсем терт-нушине самаях курнă, тỹснĕ. Мария Петровна _ Анат Туçа хĕрĕ. Ашшĕ, Петр Кириллович, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине кайнă чухне Маша иккĕре çеç пулнă. Сыв пуллашнă май пĕчĕкскере çỹле-çỹле çĕклесе юратса хăварнине те амăшĕ каласа панă тăрăх çеç пĕлет. Аппăшĕсемпе тетĕшĕсем ỹлесе йĕрсе юлнине те астумасть.

Çапла Фекла Константиновна мăшăрĕнчен ултă ачапа тăрса юлнă. Пĕринчен тепри пĕчĕккĕ. Çĕнтерĕве шанса, упăшкине кĕтсе пепкисене тĕрĕс-тĕкел усрас тесе мĕн чухлĕ эрленсе-хурланса куççуль юхтарнине пĕр хăй çеç пĕлет. Амăшне хĕрхенсе Иван, Укахви, Элексей, Валя, Георги пĕчĕккĕллех ĕçе кỹлĕннĕ, пĕчĕк йăмăкне те пăхнă.

Анчах шанни, кĕтни, ĕмĕтленни çитмен, çемье пуçĕ пĕр йывăр çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Аслă Çĕнтерỹ Пыркинсемшĕн савăнăçпа пĕрлех хурлăх илсе килнĕ.

Çапла атте мĕнне пĕлмесĕр, ун ăшшине туймасăр çитĕннĕ Маша. Ялти шкулăн çиччĕмĕш класĕнчен вĕренсе тухсанах тантăшĕпе, Лидия Плешковăпа, торф кăларма кайнă. Çулталăк ĕçленĕ хыççăн тăван киле таврăннă та фермăна пăрусем пăхма кĕнĕ. Хĕрĕн ĕçченлĕхне Н.Горшков заведующи асăрханă та дояркăна куçарнă. Кунта та лайăх енĕпе çеç палăрнă хĕр.

Шăпах çак çулсенче куç хывнă та ăна Кивĕ Ахпỹрт каччи Владимир Петрович механизатор. Часах Каргинсен килĕнче туй кĕрленĕ. Çĕнĕ кине пăянамăшĕ те, тăванĕсем те килĕштернĕ. Утса мар, чупса çỹресе ĕçленĕ вăл, пĕрре те ахаль ларман.

Пĕр вăхăтра Кивĕ Ахпỹрт ялĕнчен чылай çемье Çĕпĕре пурăнмаллах куçа-куçа кайнă. Çамрăк мăшăр та тăванĕсенчен юлас темен-тĕр. Пилĕк çул пурăннă унта. Юман тете (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) трактористра, Маша аппа фермăра вăй хунă. Икĕ ачаллă пулнă. Пурнăçĕ темле аван пулсан та кунта тĕпленес темен, чунĕсем тăван енех туртăннă. 1966 çулта яла каялла куçса килсе çурт-йĕр, хуралтăсем çавăрнă. Мария Петровна пахча-çимĕç бригадинче, Владимир Петрович механизаторта ĕçленĕ.

Вăхăт шунă, çулсем иртнĕ. Çемье те хутшăнсах пынă. Çĕпĕрте кун çути курнă Светланăпа Юрикăн йăмăкĕсемпе шăллĕсем çуралнă: Зоя, Наташа, Борис, Ирина. Ашшĕ-амăшĕ ир пуçласа каçчен колхозра ĕçленĕ чухне вĕсене асламăшĕ, Мария Петровна, пăхнă. Кинĕпе те пĕр çăвартан сурса пурăннă, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнă. Килти мĕн пур ĕçе пĕрле канашласа пурнăçланă. Вилес умĕн те чи ăшă сăмахсемпе пил панă.

Çакна курса ỹснĕрен-тĕр ачисем те ашшĕ-амăшне хисеплеççĕ, юратаççĕ, сума сăваççĕ. Çĕрулми лартмалла-и, кăлармалла-и, çум çумламалла-и, сухан севок пуçтармалла-и _ юрăра çичĕ çĕртен çичĕ çулпа килетпĕр тенĕ пек туххăмрах улттăшĕ те мăшăрĕсемпе- ачисемпех тăван киле пуçтарăнса çитеççĕ. Икĕ çул каялла, акă, кирпĕчрен хушма çурт çĕклерĕç, витесем купаларĕç, кăçал картишне чул сарчĕç. Чун тĕпренчĕкĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен, пуçаруллă, маттур. Кашниех хăйне валли юратнă ĕç тупнă. Юрик телемаçтăр, Светлана магазин тытать, Зоя сутуçă, Наташа медсестра, Бориспа мăшăрĕ сĕтел-пукан кăларакан фирма уçнă, Ирина çĕвĕç. Кинĕсемпе кĕрỹшĕсем те пурнăç çыннисем. Çурта илем кỹрекен, савăнăç парнелекен мăнукĕсем вара - саккăрăн. Çу каçипех кунта вĕсем ватăсене, йышлă выльăх-чĕрлĕх тытаканскерсене, самаях пулăшу кỹреççĕ.

Вăхăтăн - хăйĕн чуппи. Ачасем çитĕннĕ ĕнтĕ. Пурте çемье çавăрнă, ача-пăча çитĕнтереççĕ. Пархатарлă ывăл-хĕр, ытарайми мăнуксем юнашар пулни ашшĕ-амăшне чăннипех савăнтарать. Çакăнтан пысăкрах телей çук та вĕсемшĕн çĕр çинче. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 августа 2006
00:00
Поделиться