Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Савăнăçĕ пысăк

 Çак кунсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранне, иккĕмĕш ушкăнри инвалида Николай Петрович Сафронова тĕл пултăм. Сывлăх суннă вăхăтрах куççулĕсене шăлса илчĕ те: "Тав, питĕ пысăк тав!" - тесе хучĕ. "Чăваш Республикин Президентне Николай Федорова, Патăрьел районĕн пуçлăхне Николай Глухова, - тет. -Ĕнер Шупашкарта пултăм. Мана "Ока" автомобиль парнелерĕç. Президент аллинчен илтĕм ун уççине. Савăнăçа ниепле те пытараймастăп". Эпĕ те ăна çак ятпа саламларăм, пĕрле хĕпĕртерĕм.

Н.Сафронов вăрçă тути-масине çителĕклех ас тивнĕ. Калинински, 3-мĕш Белорусси фрончĕсенче гитлерла Германие хирĕç, унтан 1-мĕш Хĕвел тухăç фронтĕнче милитаристла Японие хирĕç çапăçса Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхне хỹтĕленĕ. Йывăр амансан ăна Мускава самолетпах васкавлă илсе килнĕ. Тĕп хула тухтăрĕсем вилĕм серепинчен тухма пулăшнă. Каярахпа вăл Патăрьел сельхозтехникинче ĕçленĕ, ырă тĕслĕх кăтартнă.

"Район пуçлăхне Николай Иванович Глухова пысăк тав - хам ачам пекех тăрăшса ырă ĕç турĕ. Маншăн кăна мар, ыттисемшĕн те тăрăшать-ха. Турă сывлăх патăрах ăна", - вĕçлерĕ сăмахне уйрăлнă чухне ветеран. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 августа 2006
00:00
Поделиться