Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иртнĕ пурнăçшăн ỹкĕнĕс сук

Мĕн ачаран çынсем ăна Виктор Григорьевич тесе чĕннипе вăл манăн асра юлнă. Тепĕр енчен вăл манăн хреснатте те пулать. Çак хисеплĕ ята илни ăнсăртран пулман. Пĕтĕм пурнăç тăршшĕпех, çамрăклах ĕçе кỹлĕнни те, 7 çул хушши вăр-çă нушине курса тухни те, кайран та тăван колхоза ура çине тăратас тесе ĕçлени те пулăшнă-тăр.

Йышлă çемьере çуралса ỹснĕ Виктор Иванов. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсемпе тỹр килнĕ. 17 çул тултарсан, салтак ячĕ тухсан, хăйсен çулĕнчи йĕкĕт-семпе 1943 çул вĕçнелле вăрçа илсе кайнă. Вăл вăхăталла нимĕçсене хамăр çĕр çинчен хăваласа кăларса Польша çĕрĕ çине кĕрсе пынă.

Пĕрремĕш çапăçăва Польша çĕрĕнчи Хелм хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать, кунта пĕрремĕш медале тивĕçлĕ пулать. Ун хыççăн та нумай çапăçăва кĕрет. Çак çĕр-шыва нимĕçсенчен тасатса пĕтернĕ çĕре тата икĕ медаль хутшăнать. Мĕн вăрçă пĕтичченех унта пулать. Ун хыççăн та тỹрех киле килме май килмест, 1950 çулчченех салтак хутаçĕпе пăшалне алăран яман.

Яла таврăнсан колхоз ĕçне хутшăнать, малтанхи çулсенче бригадирта, 12 çул аслă конюх пулса ĕçлет, 9 çул хушши колхоз утарĕнче вăй хурать, тивĕçлĕ канăва та колхозранах тухать. Пилĕк ача çуратса тăватă ача ỹстереççĕ Виктор Григорьевичпа Мария Яковлевна. Шел, мăшăрĕ иртерех пурнăçран уйрăлчĕ.

Аслă ывăлĕ, тăван колхозра агроном, колхоз ертỹçи пулса чылай вăхăт ĕçлерĕ, анчах пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Вăл ертсе пынă вăхăтра колхоз та аванах аталанать, яла асфальтлă çулпа çыхăнтараççĕ, шкул, ача ясли, фермăра комплекс çурчĕсем туса лартаççĕ...

Аслă хĕрĕ, Галя ялти çыхăну уйрăмĕнче нумайранпа ĕçлет. Тепĕр ывăлĕпе хĕрĕ Çĕнĕ Ульяновск хулинче вырнаçнă.

11 мăнук ĕнтĕ ветеранăн. 2 мăнукĕ _ çар çыннисем. Аслă мăнукĕ _ Андрей, Норвеги-Финлянди-Россия чиккинчи пĕр застава отрячĕн начальникĕ, майор, çемьеллĕ. Тепĕр мăнукĕ, Алеша, Хусанти çар училищинчен вĕренсе тухнăранпах Дагестан çĕр-шывĕнче хĕсметре тăрать, Буйнакск патĕнчи хĕрỹ çапăçусене хутшăнать.

Ахаль лармасть паянхи кун та ватă. Сывлăхĕ чылай хавшанă пулсан та килте выльăх-чĕрлĕх, хурт-хăмăр тытаççĕ. Аслă Чементе аслă арçынсенчен пĕри вăл, вăрçă салтакĕсенчен те пĕртен пĕр çын. Августăн 19-мĕшĕнче вăл 80 çул тултарать. Çак ятпа ăна тăванĕсемсĕр пуçне нумай-нумай çынсем, пĕлĕшĕсем саламласа ырă сунĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 августа 2006
00:00
Поделиться