Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăх шанăçне тỹрре кăларасшăн

 Турхан ял тăрăхĕнче вырăнти депутатсем хушшинче вăйпиттисем те, çулĕпе кĕçĕнреххисем те, хĕрарăмсем те пур. В.Кузьмин депутат çамрăк та тăрăшуллисен ушкăнĕнче тесе паллаштарчĕç. Тĕп урамра пурăнакансем ăна халăхшăн çак яваплă тивĕçе пурнăçлама шаннă. Хальхи вăхăтра вăл райадминистрацин строительствăпа архитектура пайĕнче çул-йĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист пулса тăрăшать. Маларах вара Мускаври университетра инженер-строитель специальноçне алла илнĕ-скер, тăхăр çул вăрман хуçалăхĕнче инженер-строительте тимленĕ. Урăхла каласан, хăйĕн ĕçри пултарулăхне, тăрăшулăхне, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарнине те тĕпе хунă пулĕ "халăх тарçи" пулма шаннă çынсем.

Депутат каласа панă тăрăх, унăн виççĕмĕш суйлав округĕнче паян пысăк проблемăллă ыйтусене татмаллиех çук. Тĕп урампа асфальтлă çул иртет. Пурте тенĕ пекех "кăвак топливăпа" усă кураççĕ. Çывăх вăхăтрах вĕсем таса шыв ыйтăвĕпе çĕкленнĕ программăна пурнăçлама пикенесшĕн. Ку тĕлĕшпе çак урамри пĕр енче пурăнакансем валли проектне хатĕрленĕ, çирĕплетмелле çеç.

Урамри ĕлĕкхи пусăсене те сыхласа, упраса хăварасшăн депутат. Акă, унăн округĕнче, чăнах та, кивелнĕ те пусарăннă шыв çăл куçĕ пур. Тарăн та, пахалăхлă та вăл. Кас çыннисем çеç мар, иртен-çỹрен те унта чарăнса шыв ĕçет-мĕн. Василий Леонтьевич ăна тĕплĕн юсаса пĕчĕк архитектура сооруженийĕ тума хăйĕн депутат планĕ çинех кĕртнĕ. Ан тив, вăл кас, ял илемĕ те пултăр, унта çынсем те кăмăлтан усă курччăр.

Ялти тĕп урамра акаци тăрăхĕсем ашкăрса, алхасса кайнă. Кăçалхи çуркунне те вĕсене халăхпа чылай тасатнă, сайратнă. Тепĕр çул вара унта халăхпа пурте кар тăрса урăхла йывăçсем лартса хăварасшăн.

Паллах, суйлавра халăх шаннă, суйланнă çын хисеплĕ те пулмалла. Вăл хитре те илĕртỹллĕ сăмах каланипе çеç мар, хăйĕн пирвайхи тивĕçне чун-чĕререн пурнăçланипе, халăх ыйтăвне тивĕçтересшĕн тăрăшнипе палăрса тăмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 августа 2006
00:00
Поделиться