Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял хуçалăх ыйтăвĕпе

 Августăн 8-мĕшĕнче пирĕн района Раççей Патшалăх Думин аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет членĕ "Единая Россия" партин координаторĕ В.Денисов килсе кайрĕ, перекет банкĕн залĕнче район активĕпе тĕл пулчĕ. Çул çỹрев тĕллевĕ _ районта вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашасси, "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектне пурнăçланине тĕпчесси тата Патшалăх Канашĕн суйлавĕ умĕн республика аталанăвĕн задачисене сỹтсе явасси.

Тĕл пулăва район пуçлăхĕ Н.Глухов уçса ертсе пычĕ. Патшалăх Думин депутачĕпе пĕрле Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Димитриев та пулчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2006
00:00
Поделиться