Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăрçă хыççăнхи спортсменсем

 "Авангард" хаçатра Л.Гусева районти паллă спортсменсем пирки çырса кăларнине кăсăкланса вуларăм. Кун пек статьясем районти спорт аталанăвĕн историне çырма пулăшаççĕ. Эпĕ хам та район спорчĕн юхăмне хутшăннăскер, аса илỹ çăмхине сỹтес терĕм.

Йывăрччĕ, паллах, вăрçă хыççăнхи тапхăрта. Çамрăк пулсан та ирех тăрса çĕрлеччен ĕçлемеллеччĕ колхозра. Çапах та волейболла, лапталла, городкилле, футболла выляма вăхăт çитернĕ. 1

946-1947 çулсенче районта спорт вăйлăн аталанма тытăнчĕ. Ку ĕçе райĕçтăвком енчен Иван Дмитриевич Моисеев ертсе пыратчĕ. Нумай çамрăка явăçтарма пултарчĕ вăл хăйĕн хĕрỹлĕхĕпе. И.Д.Моисеев лейтенант фронтра пуçран аманса таврăннăччĕ. Пĕр тĕлте пуç шăмми те çукчĕ.

Иван Моисеев çамрăксене хавхалантарма пĕлетчĕ. Ахальтен-им Патăрьелне волейболла выляма ют ялсенчен çуран е велосипедпа килетчĕç. Çĕнĕ Ахпỹртри Вячеслав Александрович Уруков, Красномайскинчи Константин Петрович Иванов, Борис Николаевич Павлов, Кзыл Чишмаран Сафин, Сулейманов (шел ячĕсене маннă) - чăн-чăн волейбол ачисемччĕ. Вĕсем çеç мар, тата та нумайччĕ ун пеккисем. Ахальтен мар ĕнтĕ, кашни ялтах волейбол площадки пулнă, хăш-пĕрисенче 2-4 таран. Кашни кун пулмасан та, кун сиктерсе вылянă.

Патăрьелĕнчи педучилищĕре 2-мĕш курсра, 1946 çулта, çар ĕç ертỹçинче Петр Егорович Карпов, физрукра Виктор Алексеевич Булдыгин ĕçлетчĕç. Вĕсем те спорта парăннă çынсемччĕ. Пĕри - тĕл перессипе, тепри - футболпа, городкипе, чупассипе, йĕлтĕрпе ярăнассипе чăн-чăн ăстасемччĕ. Çавăнпа педучилище те спортсменсем туптакан лаç пулнă.

Ял çамрăкĕсем ун чухне "Урожай" ирĕклĕ спорт обществине кĕнĕ. Çавăнпа районсене тăтăш тухса çỹренĕ. Командăсене вара И.Моисеев ертсе пынă.

Пĕррехинче Елчĕке городкилле выляма кайнăччĕ, Патăрьелсем витĕмлĕ çĕнтерỹ турĕç ун чухне. Волейболистсем Шăмăршăра тĕлĕнтерсе килнĕ. В.Уруков, çỹллĕскер, мечĕксене пăта пек тỹрĕ çапса антарнипе "хăратса" пĕтернĕ. Первомайски, Комсомольски районĕсене те чылай çỹренĕ. Телей Патăрьелсене те ялан куçран пăхман. Городкипе, футболпа эпир вăйсăртарахчĕ. Канашри "Локомотив" пире футбол мĕнне лайăх ăнлантарнăччĕ.

Республикăри йĕлтĕр ăмăртăвĕнче эпир аванах ăмăртрăмăр. Вăтам вĕренỹ заведени-йĕсем хушшинче Етĕрнесем хыççăн иккĕмĕш вырăна тухрăмăр, Канашсем кайраччĕ.

1949 çулта футболла выляса "Урожай" обществăра мала тухмалли ăмăртусем иртрĕç. Патăрьел чысне Булдыгин В.А., Стеклов Н.И., Моисеев И.Д., Сулейманов, Сафин, Иванов К.П., Павлов Б.Н., Ситников В.И., Спинов М.В. тата ыттисем те (хушамачĕсене ас тумастăп) хỹтĕлерĕç. Эпир финала тухма та пултартăмăр. Шупашкар районĕн "Красный флот" командипе выляма шăпа пỹрчĕ. Стадионĕ Кỹкеçри вăрман хĕрринчеччĕ. Патăрьелсем арăслан евĕр вылярĕç. Анчах телей тухмарĕ. Хушма вăхăтра вăйă шучĕ 6:5 пулса тăчĕ те, пирĕн иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Кайран пĕлтĕмĕр: Шупашкарсен командинче ял хуçалăх тата педагогика институчĕсен студенчĕсем вылянă иккен. Анчах протест пама кая юлтăмăр.

1948 çулхи февраль уйăхĕ. Йĕлтĕрпе чупса мала тухмалли республикăри ăмăрту. Вăл Атăл леш енче иртрĕ. Унта пирĕн Александр Анисимович Селенинпа Етĕрнери Буражников хушшинче çивĕч кĕрешỹ пычĕ. Финиша иккĕшĕ те пĕр вăхăтра çитсе дипломсене тивĕçрĕç. Манăн вара чăнкă çĕртен аннă чухне йĕлтĕр хуçăлчĕ. Виçĕ çухрăм ытла çуран чупрăм. Призлă вырăн пирки ăçта калаçăн кун пек чухне?

Тепĕр тĕслĕх аса килет. Çулсеренех май уйăхĕнче профсоюз-комсомол кросĕ ирттеретчĕç. Финиша 200-300 метр çитиччен эпĕ малта пыраттăм. Анчах çакă лăплантарчĕ пулас мана, сасартăк Рассых Бикчуринпа Рафаэль Шакуров иртсе те кайрĕç. Виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ.

Р.Бикчурин каярах Раççейĕпех, Р.Камалетдинов Совет Союзĕпех палăрчĕç. Педучилищĕре ман хыççăн вĕренсе пыракан Аркадий Улангин та çĕр-шывĕпе чапа тухрĕ.

 1948 çул. И.Д. Моисеев мана тата Валентина Александровна Губановăна Шупашкара конькипе ăмăртма кайма чĕнчĕ. Конькийĕ "Снегурочка" ятлăччĕ. Урара вара çăм атă, манăн - шурăччĕ. Старт панă хыççăнах куракансем "Шур çăм атă лайăхрах тап" тесе кăшкăрма тытăнчĕç. Пулăшрĕç вĕсем: эпĕ пĕрремĕш вырăна тухрăм. Канашри Володя Григорьев - иккĕмĕшччĕ. Унпа туслашрăмăр, ăмăртусенче сахал мар тĕл пулнă. Йĕлтĕрпе вăл манран вăйлăрахчĕ.

Эпĕ кунта ытларах арçын-спортсменсем пирки асăнтăм. Хĕрарăмсем çинчен Л.Гусева чылай çырнă.

Патăрьел районĕ спортра яланах маттур пулнă, малашне те çаплах пултăрччĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2006
00:00
Поделиться