Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сан çыннусем çаксем, район: Тăван киле каллех пуçтарăнайрĕç сунса ăна кашни ачи телей

 Тем анлăш сарăлса выртакан ылтăн ыраш пуссинче çитĕннĕ тырра тирпейлĕн çапакан комбайна аякранах курма тỹр килчĕ. Юмахри Улăп паттăр евĕр саркаланса пырать вăл уйра. Кĕр кĕрлесе ĕçлеттерекен техника хуçине те палларăм. Ку вăл "Красное знамя" хуçалăхри А.Лаврентьев пулчĕ. Ют çынсене курнăран, бункер çĕнĕ тырăпа тулнăран, техника хăвăрт-лăха чакарчĕ, чарăнчĕ те уй-хир пуянлăхне автомашина çине пушатма тытăнчĕ. Çак хушăра Александр Петрович хăй вырăнне А.Петрухин помощникне тăратрĕ. Çамка çине тухнă тусанлă тарне шăлса пирĕнпе сăмах пуçарчĕ.

-Иккĕмĕш ана çине куçрăмăр. Маларах кĕрхи тулла çапнăччĕ. Тухăçĕ савăнтарать. Гектартан хĕрĕхшер центнер кĕчĕ, - терĕ комбайнер çапман паккус çинчен ыраш пучахĕсене ывăçпа чăмăртаса.

-Çакăншăн тăрăшатпăр-мар-и? Вăхăтĕнче канăва пăхмасăр ĕçлетпĕр. Çак хирсенче миçе хутчен суха туман-ши! Юратрăм эпĕ вĕсене...

Халăхра сарăлнă сăввăн пĕр йĕркине çĕр ĕçченĕ чĕри витĕр кăларать. Юратнă кил-йышĕ, кăмăла çĕклекен ĕçĕ, ял хушшинчи, район шайĕнчи чыс-хисепĕ куç тулли савăнăç кỹрет ăна.

Кооперативра çичĕ комбайн уя тухнă. Тата иккĕшне Н.Черновпа С.Хитров ĕçлеттереççĕ. Тахçантанпа пĕрле вăй хунă вĕсем. Н.Пайдютов канăва кайрĕ. Николай Егорович вырăнне Сергей ывăлĕ тăчĕ. Александр Петровичăн та ватлăх çулĕ çывхарать. Илен кунĕнче вăл шăпах 60 тултарчĕ. Çак ятпа ăна тус-юлташĕ, тăванĕсем, хуçалăх ертỹçисем ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем сунчĕç. Çапла пултăрах. Сывлăхран хавшамасть-ха ĕç ветеранĕ. Хавхаланса ĕçлеме вара ăна çемьери, ĕçри килĕшỹ, ачисен çитĕнĕвĕ те пулăшать.

-Комбайнпа ĕçлеме аттепе пĕрле Сергейпа эпир те хутшăннă. Виçсĕмĕр икĕ "хурçă карапĕпе" юнашар паккуссене тăрса çапса курнă. Ун чухне çĕрле сывлăм ỹкичченех хирте ĕçлеттĕмĕр. Пĕринче киле çитиччен кăвак çутă килчĕ, - аса илет ачалăхне Олег.

Çамрăклăхĕ сăпкара сиксе иртмен çемье пуçлăхĕн. Ялти вăтам шкулта сакăр класс вĕреннĕ хыççăн вăл Канашри механизаторсене хатĕрлекен училищĕне çул тытнă. Унтан Казахстана практикăна кайнă. Мĕн тăван яла таврăннăранпах техника çумне çыпçăннă. Ака-суха тăвакан кирек хăш агрегата та Александр Петрович алăри пỹрнесене пĕлнĕ пекех пĕлет. Чăн-чăнах çăкăр çитĕнтерекен вăл. Маларахри çулсенче çĕр хатĕрлеме, акма, пăхса çитĕнтерме, вырма, пухса çапма, çĕртме сухи тума хутшăннă. Çăкăр хакне тивĕçлипе пĕлет. Тăрăшулăхне кура унăн ĕçне те вырăна хурса хакланă. Хуçалăх ертỹçисенчен, район администрацийĕнчен илнĕ парнесемпе тав хучĕсем темĕн чухлех тăрăшуллă механизаторăн. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне те тивĕçнĕ вăл.

1980-1990 çулсенче вырмари кăтартусемпе хуçалăхра, районта мала тухса професси тĕлĕшпе чи ла-йăххи ятне пĕр хутчен çеç мар çĕнсе илнĕ. Ĕç ăсталăхĕ пуртан, çамрăксен наставникĕ пулма пултарнăран Александр Петровича трактор бригадирĕн бригадирне лартнă. Темиçе хутчен парти, комсомол конференцийĕсен делегачĕ пулнă А.Лаврентьев.

Мăшăрне ĕçре ăнăçусем тума вара Мария Аврамовна хавхалантарса пычĕ. Çемье экипажĕпе черетлĕ кану вăхăтĕнче тыр-пул кĕртме те хутшăнчĕ вăл. Ачисене ĕçе, техника енне явăçтараканĕ вара ашшĕ пулчĕ. Виçĕ ывăлтан пурте ỹссе пынăçемĕн хăйпе юнашар комбайн çине ларса пынă Олегпа Сергей пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Çемьеллĕ, уйрăлса тухса икшер хутлă çурт лартнă, ăрăва малалла тăсакансене ỹстереççĕ, аслă шкултан вĕренсе тухнă. Аля та тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ. Ашшĕпе амăшĕ ăна качча парса ывăлĕсем пекех икĕ хутлă çурт лартса пама пулăшнă. Ачисен груз турттаракан, çăмăл автомашинăсем пур. Тĕпре вара Юрийпа Олеся юлнă. Несĕл тымарне тăсаканĕ çар службинчен килсе шалти ĕçсен пайне вырнаçнă. Олеся аслă шкула кайма хатĕрленет.

Тăрăшуллă ĕçпе пурнăç тума пултарчĕç Лаврентьевсем. Çемье хăйне тивĕçекен çĕр лаптăкĕнче çĕрулми, кишĕр, сахăр чĕкĕнтĕрĕ, тыр-пул çитĕнтерет. Ака-суха тумашкăн трактор пур. Ăна хуçалăхран Александр Петрович илнĕччĕ. Продукцие ăсатмашкăн та техника çителĕклех. Ывăлĕсем автомашинисемпе ял халăхне те пулăшу ĕçĕсем туса параççĕ.

Çулленех натура тỹлевĕ те сахал мар илет комбайнер. Унпа ĕне-выльăх, сысна самăртать, хур-кăвакал ỹстерет çемье. Пурнăçĕ хăтлă вĕсен. Çурта çут çанталăк газĕпе ăшăтаççĕ, шыв кĕрет, тухать. Кирлĕ температурăпа ăшăтма та пулать. Ашшĕн юбилейĕ тĕлне евроюсав турĕç. Мĕн кирли пурте пур. Сывлăхпа савăнса пурăнмалла. Çурт вырăнĕ çеç шурлăхлăрах çĕрте. Кирпĕчрен кермен туса лартма майĕ çук, çĕр вылять.

-Иртнĕ ĕмĕрте хуçалăхăн тĕш тырă ỹстерекен çĕр лаптăкĕ ытларахчĕ. Халĕ хăшне-пĕрне нумай çул ỹсекен курăк акаççĕ. 1989 çулта ывăлсемпе вырмара ĕçлесе премине çеç 1000 тенкĕ (ун чухне пысăк укçаччĕ) илтĕмĕр. Тỹрех унпа ачасем валли мотоцикл туянтăмăр. Ĕç укçи вара 10 пине яхăн пуçтарăннăччĕ. Ĕçе вырăна хурса хакланишĕн савăнатăп. Туристла çул çỹревсене, кану çурчĕсене темиçе хутчен те кайма путевка пачĕç. Малашне те хуçалăхра пирĕн пек техникăна юратакан ĕçченсем хутшăнччăрах. Тыр-пул çитĕнтерекенсем кирлех. Сĕтел çинче çăкăр пулмасăр пурнăç малалла каяймĕ, - тет кăмăллăн юбиляр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2006
00:00
Поделиться