Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район малашне те аталантăр, çĕнелтĕр, чечеклентĕр

Нумай пулмасть пирĕн районта Чăваш Республикин хула строительстви тата обществăлла инфраструктура министрĕ А.Гончаров ĕçлĕ çул çỹревре пулнă. Вăл районти ялсене таса шывпа тивĕçтерес, тирпей-илем кĕртес, Патăрьелĕн архитектурăллă сăн-сăпатне улăштарса çĕнетес ыйтусемпе интересленнĕ. Тĕпрен илсен, республика министрĕ района аталантарассишĕн, çĕнетессишĕн, чечеклентерессишĕн Патăрьелсем сахал мар ĕç тунине, малашне те çав ыйтусемпе тимлемеллине каланă. Строительсен професси уявĕ умĕн хăш-пĕр пурнăçланă ĕçсем çинчен хаçат вулаканĕсене паллаштарма пирĕн сотрудник район пуçлăхĕн çумĕпе, район администрацийĕн строительствăпа архитектура пайĕн пуçлăхĕпе И.А.Дикинпа тĕл пулса калаçнă. Аяларах çав калаçу пичетленет:

- Иван Алексеевич, хальхи вăхăтра ял çыннин пурнăçне лайăхлатас, ял инфраструктурине çĕнетсе улăштарас, çамрăксене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшас тĕллевпе федераллă пр ограммăсем те, республика шай-ĕнчисем те пур. Пирĕн район вĕсенчен айккинче тăмасть. Кун пирки пĕтĕмĕшле мĕн каланă пулăттăр?

-Юлашки çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси ỹссе пырать. Сăмахран, 2000 çулта ăна 9794 тăваткал метр, 2004 мĕшĕнче 16476 тăваткал метр, 2005 çулта 18469 тăваткал метр тунă. Уйрăмах ял тăрăхĕсенче харпăр хăй хуçалăхне çĕнетекенсем йышлă пулни кăмăллă. Акă, республикăри "Çамрăк çемье" программăпа килĕшỹллĕн, 2003-2005 çулсенче 142 çемье çурт-йĕр çавăрма çăмăллатнă ипотека кредичĕ илнĕ. Хальхи вăхăтра агропромышленноçа аталантармалли наци проектне пурнăçлас тĕлĕшпе ĕç-пуç начар мар пырать темелле.

-Тĕпрен илсен, районта уйрăм кил-çуртсене газ кĕртес ĕç вĕçленчĕ. Ку тĕлĕшпе эпир ЧР Президенчĕ лартнă программăна ăнăçлă пурнăçларăмăр. Умра тепĕр пысăк ыйту - район халăхне таса та пахалăхлă шывпа тивĕçтересси...

-Паян районта 9306 çемье çут çанталăк газĕпе усă курать. Мĕн пурĕ 146 котельнăя "кăвак топливо" çине куçарнă. Хальхи вăхăтра районти халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çак тĕллевпе мĕн пур шайри бюджетран 13 миллион тенкĕ Патăрьел, 0,5 миллион - Татмăш, 1,5 миллион Сăкăт ялĕсем валли уйăрнă. Район центрĕнче çак тĕллевпе çур çулта 7200 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Паян урамсенче шыв пăрăхĕсене хурса çыхăнтарас ĕç пырать. Шыв уçлакан станци çуртне туса пĕтернĕ, кунта оборудованисене вырнаçтараççĕ.

-Иван Алексеевич, халăх пурăнакан вырăнсенчи çулсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Паян чăнах та, районта кирек хăш енне çăмăл автомашинăпа тухса кайма та кăмăллă. Çапах çул-йĕр ыйтăвĕ çĕр проценчĕпех татăлнă теме çук. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр?

-Ял, район сăн-сăпатне улăштарасси, чăн малтан, эпир çỹрекен çул мĕнле пулнинчен килет. Çул ыйтăвĕ кашни çулах тĕп вырăнта тăрать. Çак тĕллеве пурнăçлама бюджетран 37600,9 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Кăçал пирĕн 4,42 километр çула туса пĕтерсе хута ямалла. Хальхи вăхăтра, сăмахран, çул-йĕр тăвакансем Турхан-Хурама Твар автоçул çинче ĕçлеççĕ. Кунта вăрман хушшипе иртекен çула хăпартса хытарнă, халĕ хăйăр сарса вак чулпа тикĕслеççĕ. Подрядчиксем ДПМК "Батыревская" тата "ТПК "Шыгырданы" тулли мар яваплă пĕрлешỹсем. Çывăх кунсенчех çак çулпа шкул автобусĕ те, маршрутли те çỹреме пуçлĕ. Первомайск-Анат Тăрмăш-Турхан çула вăраха тăсмасăр тирпейлесе пĕтересшĕн. Кунта "Чувашавтодор" филиалĕ, Патăрьелĕнчи çул-йĕр юсакан предприяти, ĕçлет. Çак кунсенчех Патăрьел-Сăкăт çула (3,5 км) йышăнмалла. Малашне çỹп-çап тăкмалли вырăна çатма пек çул пулĕ. Кунта Шупашкарти çул-йĕр организацийĕ тăрăшрĕ. Районти çулсене "Чувашавтодорăн" Патăрьелĕнчи çул-йĕр юсакан предприятийĕ пăхса тăрать. Çур çулта вĕсем хăйсем çеç 28 миллионлăх ĕç тунă. Паллах, кунта район тулашне тухса ĕçлени те кĕрет. Сăмахран, кăçалхи май-июнь уйăхĕсенче вĕсем Çĕнĕ Шупашкарти пысăк çула тунă çĕре хутшăнса кăтартуллă ĕçленĕ. Республика Президенчĕн тав хутне те тивĕçнĕ.

-Хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртесси - кашни çыннăн тĕп тĕллевĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çыннăн культура шайне ỹстерме укçа кирлĕ мар, ăнланулăх çеç пысăк пулмалла. Çапах та паян район сăн-сăпатне улăштарас, ăна тирпейлес тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçсем пыраççĕ-ши?

-Республикăра чи тирпейлĕ те кăтартуллă район пулма, паллах, çăмăл мар. Анчах та çав шая çитме пирĕн нимĕнле чăрмав та çук. Юлашки 2-3 çул хушшинче район центрĕ палăрмаллах улшăннине кашнийĕ асăрхать. Комаров урамĕнчи "Арбат" районĕ (çаплах калас килет) Патăрьелĕн чи илĕртỹллĕ вырăнĕ пулса тăчĕ. Кăçалхи çу вăхăтĕнче А.Логунов предпринимателĕн строительство бригади Патăрьелĕнчи тĕп садика тул енчен йăлтах юсаса сăрларĕ, çивиттине улăштарчĕ. Ачасен учрежденийĕ палламалла мар улшăнчĕ. Халĕ вĕсемех Патăрьелĕнчи пĕр-ремĕш вăтам шкулăн кивĕ çуртне çĕнĕ сĕм кĕртеççĕ. ЧПУ филиалĕн çуртне тул енчен мрамор плитипе илемлетеççĕ. Урăхла каласан, строительсем кашни кунпа тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Район центрĕнчех аслă çула сарса бордюрсем хураççĕ, çĕнĕ тротуар тăваççĕ. Урăхла каласан районта çурт-йĕр çавăрас, çул-йĕре çĕнетес, юсас, хамăр пурăнакан вырăна тирпейлес тата ытти тĕлĕшпе те ĕçсем кал-кал пыраççĕ темелле. Май пулнипе усă курса эпĕ районти мĕн пур строительсене професси уявĕ ячĕпе саламлатăп. Чăн малтанах çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, хăйсен ĕçĕнче пысăк ăсталăх сунатăп.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2006
00:00
Поделиться